Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче  укҫа улшӑннӑ.  Ку тӗлӗшпе халӑх шухӑш-кӑмӑлне  хаҫатра пичетленнӗ «Ҫӗнӗ укҫа халӑх хушшинче» статьяра лайӑх уҫса панӑ. «Укҫа улӑштаракан вырӑнтан виҫӗ пин тенкӗ вырӑнне виҫҫӗр тенкӗ парса ячӗҫ. Ытла та сахал пек туйӑнчӗ, — калаҫать пӗр кинемей,— магазина кӗтӗм те, сатинӗ  1 тенкӗ те 20 пус  ҫеҫ тӑрать иккен, шӑрпӑкне те 1 пуспах параҫҫӗ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ман укҫа  ним чухлӗ те чакманнине пӗлтӗм», «Ҫӗнӗ укҫана халӑх кӑмӑлласа йышӑнчӗ. Кивви те хӑйӗн вӑйне ҫухатман: ӑна мартӑн 31-мӗшӗччен кирек ӑҫта та вунӑ тенкине 1 тенкӗпе шутласа йышӑнаҫҫӗ» (1961 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗ).

1961 ҫулта Совет Союзӗн ҫынни Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ.  Хаҫат вулаканӗсем  хӑпартланнине  хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. «Кун пеккине истори пӗлмен»,  «Чаплӑ ҫитӗнӳ», «Гагаринсем татах нумай пулччӑр», «Малтанхи космонавт — совет ҫынни!», «Хӑватлантӑр пирӗн наука!» ятсемпе пичетленнӗ заметкӑсенче вӗсем хӑйсен савӑнӑҫне палӑртнӑ. 1962  ҫулта Андриян Николаев чӑваш та космоса хӑпарнӑ. Уншӑн савӑннине те район ҫыннисем хаҫат урлӑ пӗлтернӗ.

 1965 ҫулта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнисене пенси пама пуҫланӑ.  Кун пирки ҫырнисем те пур. «Гигант» колхозра 177 ватӑ колхозника пенси памалла тунӑ. Нумай ҫул хушши тӑван колхозра тар юхтарнӑ мухтавлӑ колхозниксем ҫак кунсенче пӗрремӗш хут пенси илчӗҫ. Акӑ вӗсенчен пӗри% Степан Герасимов. Вӑл 29 тенкӗ илсе тӑма пуҫланӑ», — пӗлтерет клуб заведующийӗ Н.Кудрявцев. (1965 ҫулхи апрелӗн 18-мӗшӗ).

1959 ҫулта  республикӑра  Первомайски районне пӗтернӗ. Ун йышне кӗнӗ Шурут, Шурут-Нурӑс, Тутар Шурут, Йӳҫ Шӑхаль, Юнтапа ялӗсем пирӗн района куҫнӑ. Малашне вара ҫак ялсенчен килнӗ хыпарсем те район хаҫатӗнче пичетленсе пынӑ.

Ку тапхӑрта, тӗрӗсрех 1963 ҫулхи январӗн 16-мӗшӗнче  ЧАССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ Чӑваш АССРӗнче малтан пулнӑ 21 район вырӑнне 2 промышленноҫ тата 9 ял районӗсем туса хурасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ. Комсомольски районне пӗтерсе унти ялсене Патӑрьел тата Канаш районӗсен йышне кӗртнӗ. Ку вӑхӑтсенчех  Тутар Элпуҫ ялне Чӑваш Элпуҫпе пӗрлештерсе Элпуҫ, Турхан ялне Хирти Мӑнтӑр ялӗпе пӗрлештерсе Хирти Мӑнтӑр ялӗсем тӑвасси ҫинчен йышӑнусем кӑларнӑ. 1965 ҫулхи  январӗн 12-мӗшӗнчи Указпа каллех Комсомольски районне туса хунӑ. Унта 56 ял, 13 ял Совечӗ, 1 промышленноҫ предприятийӗ, 14 колхоз пулнине палӑртнӑ. Ку тапхӑрта пӗчӗкрех колхозсем пысӑкраххисемпе пӗрлешнӗ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫапла вара 1965 ҫулта  «Алга» (центрӗ—Урмаел), «Восток» (Хырхӗрри), «Гигант» (Хирти Сӗнтӗр), «Дружба» (Элпуҫ), «Заветы Ильича» (Аслӑ Чурачӑк), «Заря» (Ҫӗнӗ Мӑрат), «Знамя» (Йӑлмахва), «Красный маяк» (Кӗҫӗн Каҫал),  «Красный Октябрь» (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел), Ленин ячӗллӗ (Комсомольски), «Луч» (Анат Тимӗрчкасси), «Россия» (Александровка), Ульянов ячӗллӗ  (Асанкасси), «Урожай» (Шурут) колхозсем ӗҫленӗ. Комсомольски, Александровка, Хырхӗрри, Элпуҫ, Хирти Сӗнтӗр,  Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Чӗчкен,  Асанкасси, Шурут, Урмаел, Анат Тимӗрчкасси, Кайнлӑк, Ҫӗнӗ Мӑрат ял Совечӗсем пулнӑ.

Ку ҫулсенче колхозниксем аванах ӗҫлесе илме пуҫланӑ. Вӗсен пурнӑҫпа йӑла шайӗ те лайӑхланнӑ, культури  ӳссе пынӑ. Хаҫат 1961 ҫулта район центрӗнчи универмагран август уйӑхӗнче ҫеҫ ӗҫҫыннисем 1 пианино, 19 хуткупӑс, 5 радиола, 4 гитара  тата ытти культтаварсем туянни пирки пӗлтерет.  Ялсенче ҫӗнӗ пӳрт-ҫурт лартакансем нумай пулнӑ. «Иртнӗ ҫулта пирӗн районти колхозниксемпе служащисем  398 ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ. Кӑҫал ҫӗнӗ ҫурт тӑвасси татах та ӳсет. Никӗсӗсене бетонран хывнӑ, стенисене  е кирпӗчрен, е шлакпа бетонран  тунӑ ҫуртсене час-часах тӗл пулма пулать. Район центрӗнче  йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен павильон ҫурчӗ, 8 хваттерлӗ ҫурт тата обществӑлла мунча тӑваҫҫӗ, вӗсем пурте икшер хутлӑ пулаҫҫӗ. Патшалӑх харпӑрхӑй валли ҫурт лартакансене кивҫен укҫа парса пулӑшать» (1961 ҫулхи августӑн 20-мӗшӗ). «Колхоз экономики тӗрекленсе пынӑ май ӗҫ ҫыннисен пурнӑҫӗ те лайӑхланса пырать. Яла пырса кӗрсенех хӗҫтимӗр е шифер витнӗ ҫӗнӗ ҫуртсем куҫ умне тухаҫҫӗ. Кашни килтех— радио, электричество. Анат Тимӗрчкасси ял Советӗнче паянхи куна  12 телевизор, 45 радиола, 20 мотоцикл, кӗпе ҫумалли 17 машина шутланать. Велосипедсемпе ҫӗвӗ ҫӗлемелли машинӑсем  вара килсеренех. Кӑҫалхи ҫул Анат Тимӗрчкассинчи 8 ҫул вӗренмелли шкул ҫуртне туса пӗтерсе хута ямалла» (1969 ҫулхи мартӑн 18-мӗшӗ).

Районта телевизорсен шучӗ ӳссе пынипе район хаҫачӗ 1969 ҫулта  «Шупашкар кӑтартать» ятпа телевиденипе пулакан передачӑсен программине пичетлеме пуҫланӑ.

Колхозсенче те  строительство ӗҫӗсем сарӑлсах пынӑ. «Пӗр ҫул хушшинче 250 пуҫ вырнаҫмаллӑх пӑру вити, 260 пуҫ вырнаҫмаллӑх тӑватӑ  ретлӗ ӗне вити, 3000 пуҫ вырнаҫмаллӑх икӗ чӑх вити турӑмӑр. Кӑҫал вара пирӗн тата та ытларах объектсем тумалла. Кирпӗчрен 600 пуҫ  пӗр харӑс  самӑртмаллӑх сысна вити, 10 автомашина вырнаҫмаллӑх гараж (ӑна пӑспа ӑшӑтмалла пулать), 2000 пуҫ вырнаҫмаллӑх чӑх вити, 2 кормокухня тата ытти  ҫуртсем тума палӑртнӑ. Фермӑри йывӑр ӗҫсене ҫӑмӑллатас  енӗпе  ӗне витисене автопоилкӑсем вырнаҫтаратпӑр, ӗнесене сума «елочка» агрегатсем иккӗ пулаҫҫӗ», — хыпарлать «Россия» кохозран  В.Краснов (1962 ҫулхи январӗн 12-мӗшӗ). «Мастерской ҫуккине пула «Луч» колхозра тракторсене тата ытти техникӑна юсанӑ чухне механизаторсен пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тиветчӗ. Кӑҫал колхозра ҫӗнӗ юсав мастерскойӗ турӗҫ. Унӑн тӑршшӗ —16, сарлакӑшӗ 9 метр. Кунсӑр пуҫне тимӗрҫӗ лаҫҫине те ҫӗнӗрен лартрӗҫ». (1966 ҫулхи майӑн 17-мӗшӗ).

«Пӗлтӗр кӑна Эльпуҫӗнче ӗне вити, 300 тонна вырнаҫмаллӑх тырӑ кӗлечӗ, Хирти Выҫлире арман тунӑ. Тӗп усадьбӑра столовӑй тунӑ. Ялти строительсем кӑҫал сысна вити, тимӗрҫӗ лаҫҫи, Хирти Явӑшра выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем валли обжещити тумалла. Пуринчен те пысӑк объектсенчен пӗри — 200 вырӑнлӑ типовой клуб»», — хыпарлать «Дружба» колхозран Е.Иванов ялкор (1968 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ). «Кӑҫал «Гигант» колхоз строительство  ӗҫӗсем валли пӗтӗмпе 240 пин тенкӗ укҫа уйӑрчӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *