Вторник, 13 октября

Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Юрий ТИМОФЕЕВ,

 округри ветерансен совечӗн  председателӗ.

«Эпӗ яланах хаҫат-журналпа туслӑ пулнӑ.  Районта яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ май ҫулсеренех 8—9 тӗрлӗ  издани ҫырӑнса илнӗ. Вӗсен хӑш-пӗр подшивкисем халӗ те упранаҫҫӗ. Нумаях пулмасть  1961 ҫулхи «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн номерӗсем куҫ тӗлне пулчӗҫ.  Шӑпах вӑл ҫул эпӗ районти халӑх судӗнче исполнитель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, Комсомольскине пурӑнма куҫнӑ. Район хаҫатне те хам ҫырӑнса илме пикеннӗ. Унтанпа  «Октябрь ялавӗ», халӗ «Каҫал ен» хаҫатпа ҫыхӑнӑва татман. Комсомол райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ чухне те, агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсен профсоюз комитечӗн председателӗ пулнӑ вӑхӑтра та,  тата ытти ӗҫсенче вӑй хунӑ ҫулсенче те район хаҫачӗ манӑн алӑра пулнӑ. Халӗ те округри ӗҫ ветеранӗсен районти совечӗн председателӗ пулнӑ май хаҫатпа куллен паллашатӑп. Унта нумай ҫул ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ ҫынсем ҫинчен ҫырсах тӑни килӗшет. Вӑл ҫынсем халӗ ватӑлнӑ, анчах та хӑй вӑхӑтӗнче район аталанӑвӗшӗн халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗсенче ҫине тӑрса тӑрӑшнӑ. Нумай награда ҫӗнсе илнӗ. Награда тенӗрен, Хисеп грамотине те, хисеп паллисене те, орден-медале те вӑл вӑхӑтра ахальтен паман. Вӗсене ҫын кулленхи тарлӑ ӗҫре ҫӗнсе илнӗ. Ҫавӑнпа та ӗнерхи ӗҫ паттӑрӗсем  ҫинчен халӗ ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пӗлмеллех тесе шутлатӑп».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *