Чӑваш Ен — пуян йӑла-йӗркеллӗ аграри регионӗ. Кунта ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр ӑҫтан пулнине, пахча ҫимӗҫсем мӗнле ҫитӗннине, мӗншӗн ҫӗре лайӑх пӑхмаллине ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна май паянхи кун республикӑри 100 ытла ача садӗнче агролабораторисем ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫак хӑйнеевӗр вӗренӳ проекчӗ теори пӗлӗвне практикӑпа ҫыхӑнтарма май парать, ачасене тавралӑха тарӑннӑн тӗпчеме пулӑшать. Ача-пӑча лабораторийӗнче пӗчӗккисем ял хуҫалӑхӗпе, ҫутҫанталӑкпа илӗртӳллӗ мелсемпе, вӑйӑ урлӑ паллашаҫҫӗ. Ҫак ятарласа йӗркеленӗ хутлӑхра ачасем ӳсентӑрансем, тӑпра, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем тата ҫын ӗҫӗ-хӗлӗ хушшинчи ҫыхӑнӑва тишкереҫҫӗ. Шӑпӑрлансем тӗрлӗ ӳсентӑрансем ҫитӗнтереҫҫӗ, ансат сӑнавсем, экспериментсем ирттереҫҫӗ.

