Вторник, 13 октября

Йӗлтӗрпе ӑмӑртнӑ, хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ

Хӗл кунӗсем ҫитнӗ май активлӑ канӑва тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем йӗлтӗр ҫине тӑма васкаҫҫӗ. Округра ҫак спорт тӗсне юратакансем питӗ нумайӑннине январӗн

18-мӗшӗнче хӗллехи спорт сезонне уҫса ирттернӗ йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ те кӑтартса пачӗ. Ӑна СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Владимир Воронкова халалланӑ. Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.

Ҫанталӑк самаях сиввине пӑхмасӑр йӗлтӗрҫӗсем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Ачасем те, ҫитӗннисем те, ветерансем те

йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑма васканӑ. Вӑрманти уҫӑ сывлӑшпа киленсе

ярӑнни пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, сывлӑха ҫирӗплетме те

пулӑшнӑ.

https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *