Январӗн 21-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ
Н.Н.Раськин уҫрӗ, ертсе пычӗ. Вӑл тата ЧР
Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Л.Н.Пронин кун
йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе тухса калаҫакансен
сӑмахӗсене пӗтӗмлетсе хӑйсен шухӑшӗсене
палӑртрӗҫ. Малтанхи ыйтупа округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш
ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-
илем кӗртес управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин сӑмах илчӗ.

