Вторник, 13 октября

Раштав фестивальне хутшӑннӑ

Январӗн 10-мӗшӗнче Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Веселые нотки» вокал ансамблӗ О.А.Буслаева тата Н.В.Ковшова ертсе пынипе, Комсомольскинчи  «Вознесения Господня» храмӑн настоятелӗ Сергий иерей пулӑшнипе Вырсарни шкулӗсен «Раштав ҫӑлтӑрӗ» Раштав фестивальне хутшӑннӑ.

Уяв Канаш тата Беловолжск епископӗ Стефан Преосвященнейший пил панинчен тата аслӑ уявпа саламланинчен пуҫланнӑ. Сцена ҫине тухакансем ӑшӑ та ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарнӑ, ташӑсем ташланӑ. Ачасен савӑнӑҫӗпе, ҫутӑлӑхпа тулнӑ номерсене куракансем хапӑлласах йышӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *