Вторник, 13 октября

Унӑн пурнӑҫӗ спортпа юнашар

Пирӗн  тӑрӑхра спорта юратакансем йышлӑ. Вӗсем тӗрлӗ шайри  ӑмӑртусене хутшӑнса предприяти-организаци, округ чысне хӳтӗлеҫҫӗ. Ун пек ҫынсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче пурӑнакан Г.Н.Волкова.

Галина, 1970 ҫулта Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑскер, мӗн ачаранах йӑрӑ та пултаруллӑ  пулнӑ. Тантӑшӗсемпе пӗрле тупӑшса  вӑйӑсем вылянӑ чухне малти ретре пулма тӑрӑшнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухне  физкультура учителӗ Г.Н.Петухов уншӑн тӗслӗх пулнӑ, ун пек  пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ирттерекен уроксене юратса ҫӳренӗ. Шкулти ӑмӑртусене анчах мар, район шайӗнчи тупӑшусене те пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӗсенче малти вырӑнсем йышӑннӑ. 7-мӗш класра вӗреннӗ чухне  ҫӑмӑл атлетика енӗпе республикӑра  иртнӗ ӑмӑртусенче хӑйӗн пултарулӑхне тӗрӗсленӗ.

Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Галина Шупашкарти ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗрет. Кунта та хӗр спортран уйрӑлман, тӑтӑшах ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Бухгалтер специальноҫне илнӗ хыҫҫӑн  вӑл пӗр вӑхӑт Ульяновск облаҫӗнче ӗҫленӗ.

1994 ҫулта Ҫӗнӗ Каҫал каччипе Сергей Волковпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Тӑван тӑрӑха куҫса килсен Киров ячӗллӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче бухгалтерта ӗҫлеме тытӑннӑ.

Ачаранах спорта юратни тата учитель пулас ӗмӗчӗ  Галина Николаевнӑна канӑҫ паман. 2001 ҫулта вӑл Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ  педагогика университечӗн физвоспитани факультетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗрет. Ачасемпе ҫывӑхрах пулас тӗллевпех пулӗ Галина Николаевна  Дубовкӑри 9 ҫул вӗренмелли шкулта  физкультура учителӗнче тӑрӑшма пуҫлать. 2003 ҫултанпа паянхи кунчченех вӑл Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче социаллӑ педагог пулса ӗҫлет.

Г.Волкова округра иртекен пур ӑмӑртӑва та хутшӑнма тӑрӑшать тесен те  тӗрӗсех пулӗ. Ҫӑмӑл атлетсем хушшинче те, йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче те ӑна час-часах курма пулать.

Округ команди йышӗнче республикӑри тупӑшусенче те хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартать. Вӑл ялта пурӑнакансен ҫуллахи тата хӗллехи спартакиадине те пӗрре мар хутшӑннӑ. 2016 ҫулта вара  Курск хулинче иртнӗ ҫакнашкал ӑмӑртура республикӑн пӗрлештернӗ командин йышӗнче тупӑшнӑ. Ун чухне унӑн утӑ ҫулса ӑмӑртма та, 300 метра чупма та, спортӑн ытти енӗсемпе пултарулӑхне кӑтартма та  тивнӗ. 50 спортсмен хушшинче 5-мӗш кӑтартупа палӑрнӑ.

Галина Николаевна Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗ йӗркеленӗ  «За активное долголетие» республикӑри спартакиадӑра округӑн пӗрлештернӗ командинче тӑтӑшах округ чысне хӳтӗлет.  Унти ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе палӑрса тӑрать. Паянхи кун та ӑна час-часах йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче курма пулать. Ялта та  спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеме тӑрӑшать.

Вӑл пурӑнакан ҫурт стени ҫинче ҫакӑнса тӑракан медальсем ҫине  тӗлӗнсе пӑхрӑм. /ркенмесӗрех шутласа пӑхрӑм. Тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче хастар хӗрарӑм  25  «ылтӑн», 24 «кӗмӗл», 13 «пӑхӑр»  медаль ҫӗнсе илнӗ. Хисеп грамотисемпе дипломсем те питӗ нумай унӑн.

Хӑй сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынипе, спорта юратнипе пӗрлех округри спорт юхӑмӗн историйӗпе те интересленсех тӑрать. 2000 ҫулта вӑл округри спортсменсем пирки «От старта к старту» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Спортпа туслӑ пулни, шкулта ӗҫлени ӑна килти хушма хуҫалӑха тытма та, ачисене пӑхса ҫитӗнтерме те чӑрмантармасть. Ывӑлӗсем ӳссе ҫитӗннӗ  ӗнтӗ унӑн,  ҫарта пулнӑ, хӑйсене килӗшекен специальноҫ суйласа илнӗ. 2014 ҫулта хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, мӑшӑрне, ҫухатнӑ пулин те 3 ҫулхи  хӗрачана  усрава илет. Халӗ Ксюша 10-мӗш класра вӗренет.

Галина Волкова ялӑн, округӑн, республикӑн обществӑлла пурнӑҫне те хастар хутшӑнать. Округри шкулсенчи класс ертӳҫисем хушшинче иртнӗ конкурсра вӑл 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.  Ҫавӑн пекех  ача усрава илнӗ ҫемьесем  хушшинчи  тупӑшусене те хутшӑнма тӑрӑшать. 2015 ҫулта вӑл республикӑра иртнӗ «Один день из жизни мамы» видео-роликсен конкурсӗнче  чи малти вырӑна тухнӑ. Кӑҫал «Визитная карточка» видео- роликсен республикӑри конкурсӗнче 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.  Вӑл хутшӑннӑ пур конкурссемпе фестивальсене  асӑнса та пӗтерме ҫук пулӗ. Г.Волкова Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн  округри уйрӑмӗ йӗркелекен мероприятисенче те хастар пулнипе палӑрса тӑрать.

Пултаруллӑ хӗрарӑм  2024 ҫулта «Хисеплӗ донор» ята тивӗҫнӗ. Вӑл 40 хут ытла юн панӑ.

 Вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ Галина Николаевна  Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн профсоюз комитетне ертсе пырать.

Ун пирки  ытарлӑн «вутра та ҫунмасть, шывра та путмасть» тесех калама пулать. Малашне те ӑна пур ҫӗрте те ӑнӑҫу сунатпӑр. Утас ҫулу такӑр пултӑр, вӑй-халу нихӑҫан та ан чактӑр.

Надежда Боровкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *