Вторник, 13 октября

Чӑваш Енре мобильлӗ интернет хӑҫан пулӗ?

Кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш ӗҫ кунӗнче  Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Степанов ҫыхӑну операторӗсемпе брифинг ирттернӗ. Унта тӗпрен илсен калаҫу мобильлӗ интернета хӑш-пӗр сервиссенче чарни пирки пынӑ.

Министр ку йышӑнӑва федераллӑ шайра тунине, ҫакӑ вӑхӑтлӑх мера пулнине, вӑл ҫынсене тата  инфраструктурӑн хӑш-пӗр объекчӗсене хӑрушлӑхран сыхлассипе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Мобильлӗ интернет  тухӑҫлӑ ӗҫлесе каясси  министерствӑран та, ҫыхӑнӑвӑн операторӗсенчен те килменнине пӗлтернӗ. «Шурӑ списока» кӗртнӗ сервиссем  килти wi-fi, корпоративлӑ тата обществӑлла сетьсем урлӑ аванах ӗҫлеҫҫӗ.

Интернетпа ҫыхӑнну ыйтусемпе хӗрӳ лини ҫине 8(8352) 56-53-52  телефонпа шӑнкӑравлама пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *