Пирӗн тӑрӑхра чӑваш литературинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ чылай ҫыравҫӑ ҫуралса ӳснӗ. Вӗсенчен ытларахӑшне районта тухса тӑракан «Октябрь ялавӗ» хаҫат творчествӑра пӗрремӗш утӑм тума хавхалантаракан ҫӑлкуҫ пулса тӑнӑ. Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналистсен Ҫ.Элкер премийӗн лауреачӗ, вулакансен кӑмӑлне кайнӑ «Вӑхӑта парӑнман юрату», «Сталин грамоти», «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» тата ытти кӗнекесен авторӗ Геннадий Максимов та «Каҫал ен» хаҫатӑн 2011 ҫулта пичетленнӗ «Мана район хаҫачӗ ҫул уҫса пачӗ» статйинче ҫавнах ҫирӗплетет. Ара, Геннадий Аркадьевичӑн журналистикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ те 1979 ҫулта редакцире ӗҫлеме тытӑнсан пуҫланнӑ. Унта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра статьясемпе тӗрленчӗксемпе пӗрлех калавсем те ҫырма пуҫланӑ. Январӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, «Чӑваш республикинчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн кавалерӗ ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитрӗ.
Г.А.Максимов Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах район хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Вӑтам шкул пӗтерсен малтан радиоорганизаторта, ҫартан таврӑнсан «Октябрь ялавӗ» хаҫатра ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. «…ҫапах та вӑл радиокӑларӑмсем хатӗрленисӗр пуҫне район хаҫатӗнче пичетлеме статьясем, очерксем, тӗрленчӗксем ҫыратчӗ. Вӑл хайланӑ япаласем тирпейлӗччӗ, тимлӗхпе палӑрса тӑратчӗҫ. Райхаҫатӑн хӑйӗн йӗрки, хӑйӗн саккунӗсем. Вӑл кӗске, пӗр евӗрлӗрех хыпарсем ыйтать, чӗлхе тӗлӗшӗнчен те унӑн тиркевӗ ҫукрах. Максимовӑн илемлӗ очеркӗсемпе тӗпчевлӗ статйисене вырӑн сахал пирки шӑла ҫыртсах кӗскетме тиветчӗ…», — тесе ҫырать «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ Геннадий Уткин «Ултӑ портрет» кӗнекене кӗнӗ «Шартлама сивӗрен шикленмесӗр» статйинче. Унта аслӑрах ӳсӗмри журналист Г.Максимовӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне, творчествине тишкерсе тухнӑ. Статьяран илнӗ йӗркесем ҫыравҫӑ пирки тарӑнрах, тӗрлӗ енлӗн пӗлме май параҫҫӗ.
Район хаҫатӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах Г.Максимов Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Районти комсомол райкомӗнче те тӑрӑшнӑ. 1987—1991 ҫулсенче чӑваш телевиденийӗнче ачасемпе ҫамрӑксен передачисен пай заведующийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. «Мана ҫамрӑк ҫыннӑн хӑюлӑхӗ тӗлӗнтеретчӗ, телевизор экранӗ умне вӑл республикӑн ун чухнехи пуҫлӑхӗсене чӗнсе илсе вӗсене ҫивӗч интервьюсем партаратчӗ, ҫамкисем ҫине тар кӑларттаратчӗ», — тет ҫӳлерех асӑннӑ статьяра Г.Уткин. 1991—1994 ҫулсенче Г.Максимов тин ҫеҫ тухма пуҫланӑ «Хресчен сасси» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗнче тӑрӑшать. «Тӗп редактор яваплӑ материалсене ҫырма Геннадие хушатчӗ, аграри хаҫатӗнче ун чухне журналистсем виҫӗ-тӑватӑ ҫынран ытла пулман. Яваплӑхне кура Максимова эпир «редакцин асав шӑлӗ» теттӗмӗр»,_ палӑртать унпа пӗрле ку хаҫатра вӑй хунӑ Г.Уткин.
1994 ҫултан пуҫласа вара Г.Максимовӑн журналистикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗпе тачӑ ҫыхӑнать. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» тӗп редакторӗ, издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулса нумай ҫул тӑрӑшать. 2002 ҫулта «Наци кӑларӑмӗсен чи лайӑх журналисчӗ» номинацире ҫӗнтерет. «Хыпар» хаҫатра ӗҫленӗ тапхӑрта вара вӑл литература ӗҫне ҫанӑ тавӑрсах пуҫӑнать. 2005 ҫулта 3 пин экземплярпа пичетленсе тухнӑ «Сталин грамоти» кӗнеки халӑхра хӑвӑрт саланса пӗтет. 2009 ҫулта кун ҫути курнӑ «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» кӗнеки республикӑри конкурсра «Чи нумай вулакан кӗнеке» номинацире ҫӗнтерет. 2015 ҫулта тухнӑ «Вӑхӑта парӑнман юрату» кӗнекене кӗнӗ виҫӗ повеҫе тата пӗр калава та вулакансем хапӑлласа йышӑннӑ.
Паянхи вулакан чӑн пурнӑҫ ҫинчен якатмасӑр, суймасӑр ҫырнине ӗненет. Калав, повеҫ ҫырнӑ чухне ҫакна тӗпе хуратӑп та. Ман сюжетсен 80 проценчӗ — пурнӑҫран», —тенӗччӗ Геннадий Максимов пӗр интервьюра.
Ҫавӑнпах та пулӗ унӑн кӗнекисем библиотекӑсенче тусан пуҫтарса выртмаҫҫӗ, вӗсем яланах вулакан аллинче. Ҫыравҫӑн шухӑшне, кӑмӑл-туйӑмне палӑртакан вӑл каланӑ сӑмахсене цитатӑлас килет% «Графомансен, кӗнеке шучӗшӗн ӗҫлекенсен ретне эпӗ нихӑҫан та тӑрас ҫук».
Геннадий Аркадьевича паллӑ юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх сунса творчествӑри ҫӗнӗ хавхалану кӗтетпӗр.
Юрий Гаврилов.

