Чӑваш Енри скульптор, пирӗн ентеш Андрей Молоков Санкт-Петербургра иртекен «КроншЛед» пӑр скульптурисен фестивальне хутшӑнать. Кӑҫал фестивале Раҫҫейри халӑхсен халапӗсемпе эпосӗсене халалланӑ. Андрей Молоков «Уйӑх ҫинчи хӗр» чӑваш халӑх юмахӗ тӑрӑх композици хатӗрленӗ. Фестивале Раҫҫейри тата Казахстанри 12 хулари 20 ӑста хутшӑнать. Курав йӗркелеме Мурманск облаҫӗнчен тата Пермь крайӗнчен 200 ытла тонна пӑр кӳрсе килнӗ.

