Килти хуҫалӑхсенче вут-ҫулӑм тухасран асӑрханмалли мерӑсем ҫинчен тӑтӑшах пӗлтерсе тӑратпӑр. Анчах та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат йӗркисене пӑхӑнманни те пысӑк инкек патне илсе пыни пирки шутламастпӑр.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен вӑхӑтӗнче иртнӗ ҫул округра 2 пушар пулнӑччӗ, 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Кӑҫал та уяв кунӗсем инкексӗр иртмен. Килти кӑмака юсавсӑрлӑхне пула пӗр пушар сиксе тухнӑ. Электропроводка кирлӗ шайра пулманнине пула тепӗр ҫуртра вут хыпнӑ. Ҫапла вара ҫынсен тимсӗрлӗхне пула ҫулталӑк пуҫламӑшӗ икӗ хуҫалӑха хурлӑх кӳнӗ.
Малалла вулас

