Вторник, 13 октября

Юсав хыҫҫӑн алӑкӗсене уҫнӑ

Нумаях пулмасть Урмаел ялӗнчи культура ҫурчӗ капиталлӑ юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене уҫнӑ. Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округри обществӑлла палата председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем ялти культура вучахне яланах хӗмленме, халӑхшӑн илӗртӳллӗ вырӑн пулма суннӑ.

Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн хӑнасем шала иртнӗ, фойере вырнаҫтарнӑ ал ӗҫ пултарулӑхӗн выставкипе паллашнӑ. Малалла вара пултарулӑх коллективӗсен уяв концерчӗпе киленнӗ.

Ҫак кун ҫӗнетнӗ культура вучахӗ савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗпе, уяв шӑв-шавӗпе кӗрлесе ҫеҫ тӑнӑ. Вӑл нихӑҫан та пушӑ лармасса, халӑха вӑхӑта усӑллӑн ирттерме куллен пуҫтарасса шансах тӑратпӑр. 

Гелия Гинатуллина.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *