Вторник, 13 октября

Ултав «вӑлтинчен» туртса кӑларнӑ

Ултав «вӑлтинчен» туртса кӑларнӑ

Ҫак кунсенче шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн сотрудникӗсен тимлӗхӗпе тата вӗсем вӑхӑтра кирлӗ йышӑнусем тунипе пирӗн округра пурӑнакана телефон ултавҫисен  «вӑлтинчен» «туртса илме» май килнӗ.

Пӗр ялта пурӑнакан 60 ҫулти ҫын телефон мессенджерӗнче  унчченхи ӗҫ паракан тесе палӑртнӑскертен хыпар вуланӑ.  Вӑл  малтан тӑрӑшнӑ учрежденире  тӗрӗслев ирттерни, ҫывӑх вӑхӑтра ун патне  ФСБ сотрудникӗ шӑнкӑравлама пултарни пирки ҫырнӑ. Телефонпа шӑнкӑравлаканни вара такамсем ун ячӗпе кредит илсе ӑна Украинӑна куҫарма хатӗрленнине пӗлтернӗ, ҫакӑншӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ял ҫыннин банкра укҫа пулнине пӗлсен телефонра  «ЦБ РФ» приложенине вырнаҫтарса укҫа-тенке йӑлтах вӗсен «хӑрушлӑхсӑр счечӗ» ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫын, паллах, пӑлханса, хӑраса ӳкнӗ. Хӑйне урӑхларах тыткаланине  ӑна пӗлекен ял ҫыннисем  асӑрханӑ, участковӑя, полици капитанне Илнур Гайнетдинова пӗлтернӗ. Вӑл вара Алексей Павлов тата Александр Шишкин сотрудниксемпе канашланӑ та пӗр палламан ҫынна миллион ытла тенкӗ куҫарса пама банка васкакан ҫын автомобильне палӑртнӑ ҫӗре ҫитиччен тытса чарнӑ.

Полици уйрӑмӗнче ҫеҫ тытса чарнӑ ҫын хӑй пӗр эрне  ултавҫӑсемпе калаҫнине, тин ҫеҫ пысӑк укҫа ҫухатма пултарнине ӑнланса илнӗ. Сотрудниксене йӑнӑш утӑм тӑвасран сыхласа хӑварнӑшӑн тав тунӑ.

Телефон ултавӗсем, унти хыпарсене илтнӗ хыҫҫӑнах ӗненсе ларма юраманни пирки пӗлтерсех тӑратпӑр. Анчах та  ҫав-ҫавах ултава лекекенсем пур. Юрать-ха, ку тӗслӗхре полици сотрудникӗсем пуҫарулӑхпа пултарулӑх кӑтартнӑ, ҫынна укҫа-тенкӗсӗр юлма паман. Анчах та пур чухне те сирӗнпе юнашар юлташӑрсемпе тӑванӑрсем те, шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫлекенсем  те пулаймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хӑвӑрӑн тӗрӗс утӑм тумалла, ултавран асӑрханмалла.

Сергей ЛАСТОЧКИН. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *