Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Пысӑк хастарлӑхпа  ура ҫине тӑнӑ

Унта «Ҫӗрулми лартмалли «СКГ-4» машинӑсем «КД-35» е «ДТ-54» йышши тракторсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл машина тӑватӑ ретлӗ, пӗрре лартса тухнӑ чухне пӗр-пӗринчен 70 сантиметр выртакан тӑватӑ касӑ тӑвать; ҫав касӑсем тӑрӑх кашни 70 сантиметрта 2—3-шер ҫӗрулми тата удобрени  хурать, вӗсене витсе хӑварать. Ҫавӑн пек пӗр виҫеллӗ лартса пынӑ ҫӗрулмие тӑрӑхла та, урлӑ та культиваци тума пулать» тесе ӑнлантарнӑ.  Каярахпа ку меслетпе лартнӑ лаптӑкран тухӑҫлӑ ҫӗрулми туса илни пирки каланисене тӑтӑшах курма пулать. Анчах та тухӑҫӗ паянхипе танлаштарсан чылай пӗчӗк пулнӑ, кашни гектартан 160—190 центнер, хӑш-пӗр ҫӗрте 200 центнер ытларах анчах.  Ку енӗпе хаҫатра пичетленӗ йӗркесем: «Ҫӗрулми шӑтса тухсанах участока сӳреленӗ. Ҫу каҫиччен ҫӗрулмие икшер хут купаланӑ, ҫумкурӑксене ҫумласа тасатса тӑнӑ. Кӑҫал кашни гектартан вӑтам шутпа 190 центнер ҫӗрулми тухрӗ» (З.Быков, «Гигант» колхоз председателӗ). Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене те ӑсчахсен сӗнӗвӗсене панӑ. «Хыр лӑсси тата кӗлпе тӑвар пашалӑвӗ» статьяра выльӑхсене минераллӑ япаласемпе тивӗҫтерес ыйтусене хускатнӑ. «Февралӗн 15-мӗшӗнче кӗлпе тӑвар пашалӑвӗ хатӗрлесе выльӑхсене ҫитерме пуҫларӑмӑр. Пашалӑва ҫапла хатӗрлетпӗр: 40—45 процент кӑмакари йывӑҫ кӗлӗ, 40—45 процент тӑвар тата 10—15 процент ҫӑнӑх илетпӗр, тӑвара вӗри шывра ирӗлтеретпӗр, унтан кӗлпе ҫӑнӑх ярса хутӑштаратпӑр, пулнӑ чустаран пашалусем туса кӑмакара типӗтетпӗр», — каласа парать Киров ячӗпе тӑракан  колхоз председателӗ Н.Браницын хаҫатӑн 1957 ҫулхи мартӑн 3-мӗшӗнчи номерӗнче.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *