Кӑҫалхи ҫул Раҫҫей шайӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, пирӗн республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗ ятпа иртрӗ. Ҫавна май округри ялсенче тематикӑлла мероприятисем нумай йӗркелесе ирттерчӗҫ. Вӗсене ҫӗршер, пиншер ҫын хутшӑнчӗ. Халӗ вара патриотлӑх ҫулталӑкне пӗтӗмлетмелли вӑхӑт та ҫитрӗ.
Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче тематикӑлла ҫулталӑка хупса концерт пулчӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисем, тӗрлӗ ҫарсен ветеранӗсем, волонтерсем, округри ялсенче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин: «Эпир ҫак тематикӑлла ҫулталӑка хупатпӑр, анчах та патриотлӑх темине хупмастпӑр. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене асра тытни, паттӑрсене хисеплени тата патриотла воспитани пирӗнпе яланлӑхах юлаҫҫӗ, ӗҫсене малашне те тӑсӑпӑр», — тесе палӑртрӗ.
Уявра хӑйсен тивӗҫӗсене пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пыракан хастар ӗҫченсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ. Администрацин финанс пайӗн начальникӗ Зульфия Айнетдинова нумай ҫул муниципаллӑ службӑра вӑй хунӑшӑн, Урмаел ял библиотекин библиотекарӗ Миндания Чумарова библиотека ӗҫне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хутне тивӗҫрӗҫ. Элпуҫ тата Хырхӗрри территори уйрӑмӗсен начальникӗсене Расим Асеинова тата Валерий Нямукова ЧР Пуҫлӑхӗн суйлавне йӗркелесе ирттерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн Тав хучӗпе чысларӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн пресс-секретарьне Наталия Архиповӑна, Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникне Рева Жуковӑна, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникне Надежда Соколовӑна, администрацин право тата кадр ӗҫӗн пайӗн тӗп специалист-экспертне Анжелика Черновӑна вырӑнти хӑйтытӑмлӑха аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ пӗрлешӳсен канашӗ» Ассоциацин Хисеп грамотине пачӗҫ. Ольгӑпа Евгений Ефремовсем, Николай Галзанов, Галина Жукова, Вячеслав Курицын, Александр Павлов тата Руфина Смирнова доброволецсен юхӑмне аталантарас ӗҫре хастар пулнӑшӑн, обществӑлла ӗҫе активлӑ хутшӑннӑшӑн Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хутне тивӗҫрӗҫ.
Малалла округри артистсем хатӗрленӗ концерт пуҫланчӗ. Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсен кадечӗсем патриотла юрӑсем шӑрантарса тата бал ташшисем ташласа куракансене тыткӑнларӗҫ. «Рябинушка» ача садне ҫӳрекен пӗчӗк артистсем «Шли солдаты на войну» юрӑпа пурне те савӑнтарчӗҫ. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче пӗлӳ илекенсен юрри-ташшисене те куракансем хапӑлласах йышӑнчӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсем шӑрантарнӑ «Довоюй, родной» юрӑ пурин чунне те хускатрӗ. Халӑх инструменчӗсен ансамблӗ, «Каҫал», «Кубняночка», «Ҫӑлкуҫ» ансамбльсем тата ытти артистсем сцена ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Юлашкинчен вара округри культура ӗҫченӗсем пурте пӗрле «Тӑван ҫӗршыв» юрра мӑнаҫлӑн шӑрантарчӗҫ.
«Пӗрлӗхре, Тӑван ҫӗршыва юратнинче — пирӗн вӑй. Хамӑрӑн паттӑрсене яланах пулӑшса пырар. Пӗрле эпир темӗн те тума пултаратпӑр», — ҫак хӑпартлануллӑ сӑмахсемпе вӗҫлерӗҫ концерта ертсе пыракансем.
Олег Николаев:
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
«Ҫулталӑкӑн тӗп пулӑмӗ — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗçленнӗренпе 80 ҫул ҫитни. Республикӑра эпир çулталӑка Ҫӗнтерӳпе патриотлӑха халалларӑмӑр. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси пирӗншӗн патриотла хавхалану кӑна мар. Вӑл пире шухӑшпа та, ӗçпе те пӗрлешсе малалла талпӑнма хистекен ӑнтӑлу. Хальхи вӑхӑтпа иртнине ҫыхӑнтарса ирттерекен мӗнпур мероприятие çулталӑк темипе пӗр килекен содержанипе йӗркелесе ирттерни питех те пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп».
(Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыруран).
Наталья Калашникова.

