Декабрӗн 17-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пычӗ. Информаци кунӗн ӗҫне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов хутшӑнчӗҫ, кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул кашниех кӗтекен пысӑк уяв. Округра ҫак енӗпе чылай мероприяти иртет. Вӗсене хатӗрленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Анчах та уявсем ирттернӗ чухне хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Хӑрушсӑрлӑх темипе шкулсенче, халӑх хушшинче калаҫусем ирттермелле. Ҫакӑ тата ытти ыйтусем ҫинче пушар надзорӗн округри уйрӑмӗн начальникӗ Андрей Симуков чарӑнса тӑчӗ.
Спорт — сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас, ытларах хусканусем туса сывлӑха ҫирӗплетме май парас тесе Чӑваш Республикинче, ҫавӑн пекех округра та чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженийӗсем хута яраҫҫӗ. ГТО нормативӗсене памалли вырӑнсем тата «ӑслӑ» спорт площадкисем хута яраҫҫӗ. Ку енӗпе пирӗн тӑрӑхра мӗнле ӗҫсем туса ирттерни, малашнехи тӗллевсем пирки «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов каласа пачӗ. Декабрӗн 20-мӗшӗнче «Кӗтне» ФСКра наци кӗрешӗвӗ енӗпе республика чемпионачӗ пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Нумай функциллӗ центрсем халӑха тӗрлӗ документсем хатӗрлес тӗлӗшпе пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Унта ӗҫлекенсем клиентсен ыйтӑвӗсене туллин те вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. МФЦ ӗҫӗ-хӗлӗпе тата унта тивӗҫтерекен пулӑшусемпе электронлӑ сервиссем пирки округри нумай функциллӗ центр начальникӗ Оксана Григорьева сӑмах илчӗ, ҫӗнӗлӗхсене асӑнчӗ.
Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколован сӑмахӗсем ытларах «Пушкин картти» пирки пулчӗҫ. Ку енӗпе пирӗн республика ҫӗршыв шайӗнче те лайӑххисен йышӗнче. Округра та ку енӗпе чылай ӗҫлеҫҫӗ. Ҫамрӑксемпе ачасем Комсомольскинчи, тӗрлӗ хуласенчи театрсемпе кинозалсене, музейсемпе ӳнер выставкисене ҫитсе кураҫҫӗ. Хамӑр тӑрӑхри мероприятисене те хутшӑнаҫҫӗ. 2026 ҫултан «Пушкин картти» программӑн операторӗ улшӑннине Евгения Николаевна аса илтерсе хӑварчӗ.
Тухса калаҫакансен сӑмахӗсем ҫумне хутшӑнса Николай Раськин Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем хаваслӑ та пурин кӑмӑлне те каймалла, йӗркеллӗ иртессе шанса тӑнине палӑртнӑ май ҫынсем хушшинче информаци кунне кӗртнӗ ыйтусемпе ӑнлантару ӗҫне вӑйлатма сӗнчӗ.
Информушкӑн ҫак кун Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче пулса унта ҫӳрекен ачасемпе, коллективпа тӗл пулчӗ. Ача сачӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 40 ҫул ҫитрӗ. Паллӑ кун ячӗпе унта ӗҫлекенсене саламланӑ май информаци кунне хутшӑнакансем вӗсене малашне те ачасене воспитани парас енӗпе тӑрӑшса ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗҫ. Коллектива, ачасене парнепе, пултаруллӑ ӗҫченсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ. Ачасем вара уяв кунӗнче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ.
Алевтина Ефремова.

