Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче «Голоса подвига» ятпа хӑюлӑх урокӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприятие хаклӑ хӑнасем — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ветерансем килсе ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче% гварди майорӗ Дмитрий Осипов, гварди капитанӗ, виҫӗ хутчен Хӑюлӑх орденӗн кавалерӗ Александр Климкин, гварди аслӑ лейтенанчӗ Алексей Башмаков, гварди рядовойӗ Сергей Егоров, гварди капитанӗ, виҫӗ хутчен Хӑюлӑх орденӗн кавалерӗ Даниил Косулин.
Паттӑрсем шкул ачисене хӑйсен пурнӑҫӗ, ҫар служби, ҫапӑҫури туслӑх, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси ҫинчен каласа панӑ. Ачасем хӑнасене питӗ тимлӗн итленӗ, ыйтусем парса кӑсӑклантаракан самантсене уҫӑмлатнӑ.
Хӑюлӑх урокӗ патриотлӑх хамӑрӑн ҫӗршывӑн историне хисепленинчен, пирӗн несӗлсен тата халь пурӑнакан ентешсен паттӑрлӑхне асра тытнинчен пуҫланни ҫинчен аса илтернӗ. Ҫакӑн пек тӗлпулусем ҫамрӑк ӑрӑва яваплӑха туйма вӗрентеҫҫӗ, чӑн-чӑн паттӑрсемпе мӑнаҫланса вӗсем пек пулма хавхалантараҫҫӗ.
Петр РОДИОНОВ

