Вторник, 13 октября

Хастарсене чысланӑ

Хастарсене чысланӑ

Декабрӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин форумӗ иртнӗ. Унта регионти граждансен обществине аталантарас ӗҫе пӗтӗмлетнӗ, малаллахи тӗллевсене уҫӑмлатнӑ.

Форумра иртсе пыракан ҫулталӑкӑн паллӑ пулӑмӗсене сӳтсе явнӑ, чи активлӑ общественниксене палӑртнӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округри Владимир Воронов волонтер. Владимир Владимировича пур енлӗ те маттур, пуҫаруллӑ пулнӑран, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене ырми-канми пулӑшнӑран  Чӑваш Республикин  Обществӑлла палатин «За содействие специальной военной операции» медальпе чысланӑ.

Мероприятире республикӑри  муниципалитетсенчи Обществӑлла палатӑсен рейтингне те пӗтӗмлетнӗ.  Комсомольски   округӗнчи  Обществӑлла палата  «Прорыв года в реализации форм общественного контроля» номинацире мала тухнӑ. Ҫак ҫӗнтерӳ округа аталантарас тата обществӑлла тӗрӗслев шайне пахалӑхлӑрах тӑвас енӗпе тӑрӑшакан ҫынсен ӗҫне пысӑк хак панине ҫирӗплетет.  Малашне те ку енӗпе ӗҫ ӑнса пытӑр. Аса илтеретпӗр, пирӗн тӑрӑхри обществӑлла  палатӑна  Кияметдин Мифтахутдинов  председатель  ертсе пырать. Палата шӑпах влаҫпа ҫынсем хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелесе пырассине мала хурать, ӗҫлӗ диалога тытса пыма пулӑшать.

Кияметдин Мифтахутдинов,

округри  Обществӑлла палата председателӗ:

«Пирӗн тӗп тӗллев — влаҫа халӑхшӑн тата та уҫӑрах тӑвасси,  граждансен прависене хӳтӗлесси.  Эпир тӗрлӗ енсем ҫине тимлӗх уйӑратпӑр, нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсене сӳтсе яватпӑр,  патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсемпе усӑ курассине халӑхшӑн тата та ҫывӑхрах тума сӗнӳсем паратпӑр,  вырӑнти активлӑ ҫынсемпе калаҫса вӗсен шухӑшӗсене ыйтса пӗлетпӗр тата ытти те.  Пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени нумай япалана пурнӑҫлама май парать. Пирӗн палата ӗҫне ҫӳллӗ шайра хаклани ӗҫлеме хавхалантарать те». 

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *