— Пурнӑҫ урапи шав шӑвать малалла.
Лавне туртнӑ май ху пӑхан каялла.
Умри сукмакӗ тикӗс мар, такӑр мар,
Хыҫа нимӗн те ӳкерсе ан хӑвар…Ҫапла каласа юрлать чӑваш халӑх артистки — Валентина Кузнецова юрӑҫӑ. Чӑнах та, кун иртет те каҫ пулать, пурнӑҫ урапи вара майӗпен ватлӑх еннелле шӑвать. Тин анчах вӗсем ҫамрӑк мӑшӑрччӗ, телейлӗ малашлӑх пирки ӗмӗтленетчӗҫ. Нумаях пулмасть Эткер ялӗнче пурӑнакан Галина Васильевнӑпа Николай Сергеевич Толстовсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ҫур ӗмӗр хушши пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн пӗрле, пӗр сывлӑшпа, пӗр шухӑшпа пурӑнса, пӗр-пӗрне ӑнланса та юратса кӗтсе илнӗ вӗсем кӑҫалхи кӗркуннехи паллӑ куна.
Галина Кивӗ Сӗнтӗр хӗрӗ пулнӑ. Вӑл 1954 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасене ҫӑмӑлах пулман, шкул ҫулне ҫитсенех ашшӗ-амӑшне пулӑшма уй-хире ҫум ҫумлама, утӑ-улӑм пуҫтарма тухнӑ. Ӗҫленипе анчах мар, темӗнле ывӑнсан та хӗр-тантӑшӗсемпе урамра выляса кулма та вӑхӑт тупнӑ. Шкулти каникул вӑхӑтӗнче те канӑва ӗҫпе ҫыхӑнтарнӑ.
10 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Галина хулана кайма шутламан. Амӑшне пулӑшу пултӑр тесе Комсомольскинчи ПМКра ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта икӗ ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн «Эмитрон» завода ӗҫлеме куҫнӑ. Хӗр 20 ҫул кӗпе-йӗм ҫумалли порошок тунӑ ҫӗрте ырми-канми тӑрӑшнӑ. Перестройка вӑхӑчӗ ҫитсен чылай завод-фабрика хупӑнса ларнӑ, «Эмитрон» завода та ҫак шӑпа пырса тивнӗ. Галина Васильевна вара район центрӗнчи почта уйрӑмӗнче почтальонкӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Кашни кун хаҫат-журнала вӑхӑтра ял ҫыннисен патне ҫитерме тӑрӑшнӑ. Чӗреслетсе ҫумӑр ҫусан та, ҫулсене юр хӳсе лартсан та, ҫанталӑка пӑхмасӑр ҫула тухнӑ вӑл, кашни киле вӑхӑтра ҫитме тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ватӑсене пенси укҫине те панӑ, тӗрлӗ таварсем те сӗннӗ. Ҫынсемпе ӑшшӑн калаҫнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. 18 ҫул Комсомольскипе Эткер ялӗн ҫулне такӑрлатнӑ хӗрарӑм. Халӗ Галина Васильевна тивӗҫлӗ канура. Хастар ӗҫленӗшӗн вӑл «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.
Эткер ялӗнче 1951 ҫулта декабрӗн 18-мӗшӗнче Таисия Павловнӑпа Сергей Кузьмич Толстовсен тахҫантанпах кӗтнӗ ывӑл Николай ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑскер, уншӑн питӗ хӗпӗртенӗ. Николай мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса, техникӑна юратса ӳснӗ. Ашшӗ райпора водительте ӗҫленипе-ши, сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Канашри автошкула вӗренме кӗнӗ. Салтак ҫулӗ ҫитиччен вӑл ҫӑкӑр пӗҫерекен заводра «Хлеб» машинӑпа ӗҫленӗ. Бурятинче хӗсметре службӑра тӑнӑ чухне те икӗ ҫул руль умӗнче пулнӑ. Ҫартан таврӑнсан каччӑ калех райпо системине водителе вырнаҫнӑ.
«Турӑ ҫырнинчен иртейместӗн», — теҫҫӗ халӑхра. Патвар каччӑ Турӑ ҫырнӑ хӗрпе ӑнсӑртран туйра паллашнӑ. Хитре те хулӑн ҫивӗтлӗ пике Николайӑн чӗрине пӗрре курсанах ҫунтарма пикеннӗ. Николай ҫак хӗр пурнӑҫра шанчӑклӑ мӑшӑр пуласса чун-чӗрипе туйнӑ. Вӗсем туйӑмсене нумай вӑхӑт хушши тӗрӗслемен, ҫемье ҫавӑрма шутланӑ.
Йывӑҫ тымарӗпе тӗреклӗ пулсан, ҫын вара хӑй тунӑ ӗҫӗсемпе тӗреклӗ. Николай Сергеевичсен ҫемье пысӑк пулнӑ пирки, мӑшӑрӗпе Галинӑпа юнашарти пушӑ вырӑнта ҫурт лартма шутланӑ. Тус-юлташӗсем, тӑванӗсем пулӑшнипе шурӑ кирпӗчрен капмар та илемлӗ ҫурт лартнӑ, хуралтӑ ҫавӑрса выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ. Ӗне-вӑкӑр, чӑх-чӗп, хур-кӑвакал нумай усранӑ. Толстовсен ҫемйи ӗҫрен хӑраса, ӳркенсе ларман, колхоз уйӗсенче те, хӑйсене шанса панӑ ӗҫре те ӗлкӗрсе пынӑ. Пултаруллӑ та хастар арҫынна ӗҫтешӗсем те хисепленӗ, вӑл ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулнӑ. «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет», — тенӗ ӗлӗкхи ҫынсем. Райпо тытӑмӗнче 46 ҫул ырми-канми тӑрӑшнӑ вӑл. Н.Толстов ӗҫри ӳсӗмсемшӗн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Унӑн кӑкӑрне «За добросовестный труд в потребительской кооперации России», «Отличник Советской потребительской кооперации» тата «За работу без аварии I степени» паллӑсем илемлетеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсем те чылай. Нумай ҫул пӗр вырӑнта тӑрӑшнӑшӑн Николай Сергеевич «Ӗҫ ветеранӗ» ята та тивӗҫнӗ.
Толстовсен райпо системинче ӗҫлесси йӑхран-йӑха куҫса пырать. Николайӑн ашшӗ Сергей Кузьмич 42 ҫул ӗҫленӗ, хӑй те 40 ҫул ытла руль умӗнче пулнӑ. Халӗ вӗсен ӗҫ династине Леша ывӑлӗ тӑсать.
Толстовсем хӑйсен пурнӑҫри ӗмӗчӗсене пурнӑҫланӑ теме те пулать ӗнтӗ. Ҫӗнӗ пӳрт тунӑ, йывӑҫ лартса ӳстернӗ, ачасем ҫуратса ҫитӗнтернӗ. Вӗсемшӗн яланах тӗп вырӑнта ҫемье пулнӑ. Ҫемье ӑшшине тытса пыраканӗ вара яланах амӑшӗ пулнӑ.
— Пирӗншӗн анне чи ырри, чи илемли, кашни ачишӗнех чи юратни, — теҫҫӗ туслӑ ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ Толстовсен икӗ ывӑлӗпе пӗр хӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра пурте ҫемьеллӗ, хӑйсем суйласа илнӗ юратнӑ ӗҫӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ.
Галинӑпа Николай хӑйсен тӗпренчӗкӗсене тӗрӗс воспитани парса ӳстернӗ. Ачисене мӗн пӗчӗкренех ӗҫе юратма хӑнӑхтарнӑ, тус-тӑванне хисеплеме вӗрентнӗ. Ашшӗ-амӑшӗн юратӑвне туйса ӳснӗскерсем вӗсен ырӑ енӗсене тӗслӗх вырӑнне хунӑ.
Тивӗҫлӗ канури Толстовсем ахаль лармаҫҫӗ. Ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗркуннечченех пахчара тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем туса илекен тӗрлӗ ҫимӗҫсем хушшинче абрикос йывӑҫҫи те пур. Ҫу кунӗсенче вӗсен пахчине тем тӗрлӗ чечек илем кӳрет. Хальхи вӑхӑтра хӑйсен кил-картинче чӑх-чӗп, хур-кӑвакал ҫитӗнтереҫҫӗ. Ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман вӗсем. Халӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене гуманитари пулӑшӑвӗ парас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ачисемпе мӑнукӗсем вӗсем патӗнче тӑтӑшах пулаҫҫӗ. Пысӑкрах ӗҫсене пурте пӗрле пуҫтарӑнса пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсен савӑнӑҫӗ — ултӑ мӑнукӗ.
— Ҫур ӗмӗр хушшинче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатмасӑр пулман, анчах та пӗр-пӗрне ӑнланса каҫарма пӗлнӗ. Ҫемьере ӑшӑлӑх, ӑнланулӑх, юрату пулсан эпир телейлӗ. Мӑшӑрӑмпа алла-аллӑн тытӑнса, ачасемпе, мӑнуксемпе савӑнса, хуйхӑ-суйха пӗрле ҫурмалла пайласа малалла та утасчӗ. Пурнӑҫ кукӑр-макӑрне ҫӗнсе пыма пире пӗр-пӗрне хисеплени, ӑнланни пулӑшать, — теҫҫӗ Галинӑпа Николай Толстовсем.
Надежда Ершова.

