Вторник, 13 октября

Халӑх учителӗ пуласси – чи пархатарлӑ ӗҫ

Халӑх учителӗ пуласси – чи пархатарлӑ ӗҫ

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче паллӑ педагог, чӑваш совет шкулӗн никӗслевҫисенчен пӗри, таврапӗлӳҫӗ, метеоролог, статистик, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, чӑваш учителӗсем хушшинчи чи пӗрремӗш ,ҫ Геройӗ Иван Яковлевич Зайцев ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче анлӑ мероприяти ирттерчӗҫ. Унта округри архив ӗҫченӗсем, администрацин вӗренӳ пайӗнче тӑрӑшакансем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата ветеран-педагогсем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятие муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем хӑйӗн ӗҫӗпе пирӗн тӑван тӑрӑха чапа кӑларнӑ паллӑ ентеше асра тытас, унӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас, пурнӑҫ йӗрне тишкерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗ Н.А.Петрова саламлӑ сӑмахпа кӗтсе илчӗ. Округ администрацийӗн архив ӗҫӗн секторӗн заведующийӗ В.Н. Шингалова кӑҫалхи Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗнче архив сотрудникӗсем туса пыракан тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ, паллӑ ентешсен ячӗсене яланах асра тытмаллине палӑртрӗ. Архив специалисчӗ Т.В. Краснова педагог-Геройӑн И.Я.Зайцевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен презентаци кӑтартрӗ. Ӑна тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен илнӗ архивра упранакан документсем тӑрӑх хатӗрленӗ. Шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.И.Плеткина, В.А.Бахматов журналист, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А. Салмина та паллӑ ентешӗн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. И.Я. Зайцевӑн мӑнмӑнукӗн И.М.Зайцевӑн килӗнче упранакан документсем тӑрӑх муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем выставка хатӗрленӗ. В.С.Хораськин таврапӗлӳҫӗ те унта валли материалсем панӑ.  

И.Я.Зайцев 1860 ҫулта Теччӗ уесӗнчи Акчел ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ, ҫемьери чи аслӑ ача пулнӑ. 8 ҫулта чухне Патреккелӗнчи земство шкулне вӗренме кӗнӗ, 4 ҫул унта пӗлӳ илнӗ. Учитель А.Н.Доброхотов пӗчченех 70 ачана вӗрентнине кура ун вӑхӑчӗ ҫитсе пыман, ҫавӑнпа та вӑл аслӑ ушкӑнри чи лайӑх вӗренекенсене кӗҫӗннисене вӗренттернӗ. Иван Зайцев юлашки ҫул шӑпах кӗҫӗннисене пӗлӳ параканни пулнӑ. Ҫакӑн чухнех вӑл педагогика чунне ҫывӑх пулнине туйса илнӗ.

1872 ҫулта уесри училище канашӗн членӗ И.Н.Архангельский сӗннипе 12 ҫулти Иван Теччӗ уес училищинчи кӗҫӗн уйрӑмра учитель пулӑшуҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫулталӑк хушшинче вӑл 12 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ашшӗ ҫак укҫаран ӑна валли тумтир туянса панӑ тата хуҫалӑх ҫине тӑкакланӑ. Ҫав ҫулхинех ҫуркунне хуҫалӑхри лаша сасартӑк вилсе кайнӑ, ҫавӑнпа та ашшӗ ҫӗнӗ лаша валли укҫа пуҫтарас тӗллевпе Ивана Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗ ҫывӑхӗнче хур кӗтӗвне сыхлама ӗҫе вырнаҫтарнӑ, хӑй хуралҫа кӗнӗ. Арҫын ача хӑйӗн юлташӗсем Хусанти учитель семинарийӗнче тата Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннине пӗлнӗ. Унӑн та питӗ малалла вӗренес, учитель пулса ялти шкулта ачасене пӗлӳ парас килнӗ. Кӗр ҫитсен Иван ӗмӗтне пурнӑҫлас тӗллевпе вӑрттӑн хулана тарма шут тытнӑ. Амӑшӗ ҫакна пӗлсен, паллах, куляннӑ, кайран вара ҫул ҫине валли ҫӑкӑр, вунӑ ҫӑмарта тата ал шӑлли парса, кӗсйине 50 пус укҫа хурса пиллесе кӑларса янӑ. Икӗ кун утнӑ арҫын ача, унтан 1873 ҫулхи сентябрӗн 23-мӗшӗнче хулана ҫитнӗ, Чӗмпӗр чӑваш шкулне шыраса тупса унта вӗренме пуҫланӑ. Икӗ ҫул ҫурӑ ӑс пухнӑ вӑл унта, ҫак ҫулсем уншӑн чи телейлисем пек туйӑннӑ. Килне вӑл таврӑнман — ашшӗнчен хӑранӑ.

Вӗренӳ вӑхӑтӗнче йывӑрлӑхсем те пайтах пулнӑ. Раштав каникулӗсем умӗн Теччӗ уесӗнчен килнӗ вӗренекенсен шкулта пӗлӳ илнӗшӗн ҫулталӑкне 30 тенкӗ тӳлемелли ҫинчен пӗлтернӗ. Кам укҫа тӳлемест, ӑна малалла вӗрентмеҫҫӗ. Виҫӗ кун Чӗмпӗр урамӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн Иван Зеленцова мещен лавккине ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫур ҫул вӑл унта нушаллӑн, хӑйне хӗненине чӑтса ӗҫленӗ. Унтан урӑх ӗҫ шыраса Н.Д.Эбулдинӑн хӑна ҫуртне килсе лекнӗ. Унта гимназистсене вӗрентсе ҫулталӑк лайӑх пурӑннӑ. Кӑштахран миравай судьяра ӗҫлекен Эбулдин Ивана хӑй патне ҫыру ӗҫне вӗрентме илнӗ. Тепӗр уйӑхран Иван Зайцев суд приставӗ ҫумӗнче ҫыруҫӑра ӗҫлеме пикеннӗ, виҫӗ ҫул ку ӗҫре тӑрӑшнӑ. Суд приставӗ отставкӑна кайсан Иван Яковлевич Чулхулари пароходство кантурне куҫнӑ. Ҫулталӑкран ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама яла таврӑннӑ. 1881 ҫулти призыв вӑхӑтӗнче ӑна ҫемье лару-тӑрӑвне кура ополчени ратникӗсен йышне кӗртнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн И.Зайцев ялтах чӑвашсем хушшинче юлма шут тытнӑ. 1882 ҫулта учитель званине ҫирӗплетме экзамен тытнӑ, вара Шупашкар уесӗнчи Кушник ялӗнче иккӗмӗш учитель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Тинех унӑн ачалӑхри ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ.

Педагог хӑйӗн професси ҫул-йӗрӗнче тӗрлӗ шкулсене ҫитнӗ. 1899 ҫулта вара Хирти Сӗнтӗрти земство шкулӗнче тӑрӑшма пикеннӗ, 1936 ҫулчченех унта вӑй хунӑ. Ҫак хушӑра Иван Яковлевич ҫӗнӗ шкул хӑпартма, ун тавра карта тытса ҫавӑрма пултарнӑ, шкул ҫумӗнчи участокра тӗрлӗ йывӑҫсем лартса хӑварнӑ, улма-ҫырла йывӑҫҫисен хунавӗсене ял ҫыннисене те валеҫнӗ.

Иван Яковлевичӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 63 ҫулпа танлашнӑ, вӗсенчен 50 ҫулне вӑл педагогикӑна халалланӑ. Ҫур ӗмӗр хушшинче вӑл пиншер хресчене хутла вӗрентнӗ. Вӑл вӗрентсе кӑларнӑ ҫынсем социализм строительствине активлӑн хутшӑннӑ, нумайӑшӗ ун ҫулӗпе кайса учитель профессине суйланӑ. Вӑл халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе питӗ пысӑка хунӑ, хӑйӗн тӗллевӗ тесе палӑртнӑ. Тӑрӑшуллӑскере земство наградисем, ҫав шутра укҫан премисемпе ачасене вӗрентмелли пособисем те парса чысланӑ. 1908 ҫулта, унӑн педагогикӑри ӗҫ стажӗ 25 ҫулпа танлашсан, ӑна 100 тенкӗ укҫа парса хавхалантарнӑ пулнӑ. 1932 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче И.Я.Зайцева «ударник-просвещенец» ятпа чысланӑ. Ырми-канми ӗҫӗшӗн педагог икӗ хутчен те «Ӗҫ Геройӗ» ята тивӗҫнӗ.

Иван Яковлевичӑн шкул тулашӗнчи ӗҫӗ те курӑмлӑ. Вӑл археологи тата этнографи енӗпе тӗпчевсем ирттернӗ, авалхи крепоҫсене тишкернӗ, Аслӑ Таяпа ялӗ ҫинчен очерк ҫырса унӑн историне, ял ҫыннисен пурнӑҫне ҫутатса панӑ. Унӑн ӗҫӗсем паян кун та Н.И.Лобачевский ячӗллӗ Хусан патшалӑх университечӗн библиотекинче упранаҫҫӗ. 1880 ҫултанпа таврапӗлӳ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ — фольклорпа этнографи материалӗсем пуҫтарнӑ, вырӑнти аваллӑх объекчӗсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. 1884 ҫултанпа Хусан университечӗ ҫумӗнчи Археологи, истори тата этнографи обществин член-корреспонденчӗ пулнӑ. 1897 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне активлӑн хутшӑннӑшӑн бронза медале, 1902 ҫулта ял хуҫалӑхӗнчи тата статистикӑри ӗҫӗсемшӗн кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Иван Яковлевич 1895 ҫулта Аслӑ Таяпа ялӗнче Теччӗ уесӗнчи чи пӗрремӗш метеорологи станцине уҫнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗсене Хусан обсерваторине тата Санкт-Петербургри Тӗп географи обсерваторине парса тӑнӑ. Ҫак ӗҫшӗн Иван Зайцева Тӗп географи обсерваторийӗ 1913 ҫулта бронза медаль парса чысланӑ.

Ҫемье ҫинчен калас пулсан И.Я.Зайцев 1884 ҫулта вырӑс хӗрне Александра Григорьевнӑна качча илнӗ. Вӗсем 3 ывӑлпа 8 хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Ачисенчен нумайӑшӗ ашшӗ ҫулӗпе кайса пурнӑҫне педагогикӑпа е ӑслӑлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, хисеп паллисене тивӗҫнӗ.

Иван Яковлевич Зайцев 1948 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ, ӑна Хирти Сӗнтӗр ял масарне пытарнӑ.

Мероприяти вӗҫӗнче пуҫтарӑннисем аслӑ педагогӑн палӑкӗ патне ҫитсе чечексем хучӗҫ, паянхи кун та Иван Яковлевич округ ҫыннисемшӗн тӗслӗх, легенда пулса тӑнине, унпа мӑнаҫланнине палӑртрӗҫ. 

Татьяна КРАСНОВА,

архив секторӗн специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *