Вторник, 13 октября

Ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

Ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

 Ноябрӗн 19-мӗшӗнче пирӗн округра, пӗтӗм республикӑри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ.  Информаци кунне округ  пуҫлӑхӗ Николай Раськин  ертсе пычӗ.  Тӗлпулӑва  депутатсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем,   вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсемпе педагогӗсем,  обществӑлла канаш членӗсем, специалистсем хутшӑнчӗҫ. Пурте пӗрле ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, сӳтсе яврӗҫ.

Чи малтанах РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин финанс хӑрушсӑрлӑхӗ тата ултавҫӑсемпе кӗрешес мерӑсем ҫинчен темӑна уҫӑмлатрӗ. Ку ыйту юлашки ҫулсенче уйрӑмах ҫивӗч. Ултавҫӑсем  халӑха улталама, укҫа-тенкӗ вӑрлама темӗн тӗрлӗ май та шыраса тупаҫҫӗ. Ют ҫынсем каланине  ӗненсе граждансем  хӑйсен ирӗкӗпех миллионшар тенкӗ куҫарса параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Комсомольски  округӗнче пурӑнакансем ҫеҫ пӗлтӗр ултавҫӑсене  2 млн  та 400 пин тенкӗ,  кӑҫал  2 млн  та  774 пин тенкӗ куҫарса янӑ. Нумай тӗслӗхре граждансем кредит илнӗ.

— Ҫав тери асӑрхануллӑ пулмалла,  палламан ҫынсемпе калаҫмалла мар, пӗлмен номерсене ан тытӑр. Ҫывӑх ҫынсем пирки суйса каланине ан ӗненӗр.  Ҫакӑн пирки канашлусенче калатпӑр, хаҫатра пӗрре кӑна мар ҫырнӑ, халӑхпа тӗлпулусем йӗркелетпӗр, шкулта ачасемпе калаҫатпӑр. Апла пулин те пурпӗрех улталанаҫҫӗ. Тимлӗ пулӑр, ултав серепине ан лекӗр, — терӗ Сергей Анатольевич асӑрхаттарса.  

Федераллӑ налук службин Чӑваш Енри Управленийӗн ятарлӑ налук режимӗсен камераллӑ тӗрӗслев пайӗн начальникӗн ҫумӗ Надежда Поликарпова кун йӗркинчи иккӗмӗш ыйтупа тухса калаҫса налук саккунӗсенчи ҫӗнӗлӗхсемпе тата  улшӑнусемпе паллаштарчӗ. Декабрӗн 1-мӗшӗччен налуксене тӳлемелли пирки аса илтерчӗ.   «Сбербанк» ПАОн Чӑваш Енри уйрӑмӗн суту-илӳ управленийӗн начальникӗ  Александр Волков нумай вӑхӑтлӑх перекет программи ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ, унта хутшӑнма сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех информкунра йӑлари хытӑ каяша тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра та калаҫрӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, хыт каяша вӑхӑтра тиесе тухманнипе округри хӑш-пӗр ялсенче пурӑнакансем питӗ кӑмӑлсӑр. Саккунри ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин каласа пачӗ. Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова ачаллӑ ҫемьесене пулӑшу кӳмелли ҫӗнӗ мерӑсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ.

Ҫавӑн пекех ҫак кун информаци кунӗн членӗсем районти райпо коллективӗпе тӗл пулчӗҫ, ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ.

Куратпӑр ӗнтӗ, информкун вӑхӑтӗнче пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферисене пырса тивекен ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ҫавӑн пекех мероприятие хутшӑнакансем влаҫ органӗсен представителӗсене интереслентерекен ыйтусене пачӗҫ, хӑйсене пӑшӑрхантаракан самантсене уҫӑмлатрӗҫ.

Алевтина МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *