Ялта хастар та пуҫаруллӑ ҫынсем пур пулсан паянхи кун патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса темӗнле пысӑк ӗҫ те тума пулать. Акӑ, Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем нумаях пулмасть пуҫаруллӑ бюджет программине пурнӑҫа кӗртсе ялти пӗвене тасатнӑ. Ҫак проекта валли республика бюджетӗнчен, вырӑнти бюджетран укҫа уйӑрнӑ тата халӑх та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ.
Тукай Мишерӗнчи пӗве питӗ илемлӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ӑна сӑртлӑ тата айлӑмлӑ вырӑнсем хупӑрлаҫҫӗ. Пӗве шывӗ хӗвелтухӑҫ енчи ҫӑлкуҫсенчен тата тӗпӗнчи пӑр пек сивӗ ҫӑлран тулса тӑрать. Кунта унччентерех ҫӑрттансем, карпсем тата бычок пулӑ ӗрченӗ, хуркайӑксем, кайӑк кӑвакалсем тата чарлансем ҫу каҫнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве юшкӑнпа тулнӑ, ӑшӑхланнӑ. Сӑртлӑ енче вырнаҫнӑ ял хуҫалӑх ҫӗрӗсенче шӑваракан агрегатсемпе усӑ курнине пула хирсенчи пылчӑк пӗвене юха-юха аннӑ. Пурӑна-киле пӗвере чӗрӗ чунсенчен ӑтӑрсем ҫеҫ юлнӑ. Пӗвене шыв курӑкӗсем пусса илнӗ, вӑл хӑйӗн илемӗпе илӗртӳлӗхне ҫухатнӑ.
Тепӗр икӗ-виҫӗ ҫултан пӗве пӗтӗмпех пӗтме пултарас хӑрушлӑх пуррине кура ял ҫыннисем ӑна ҫӑлма шутланӑ, пуҫаруллӑ бюджет программине хутшӑнса проект хатӗрленӗ, ӑна пурнӑҫлама вӑй ҫитернӗ. Пӗве тӗпӗнчен пурӗ 5000 кубла метр юшкӑн кӑларнӑ. Смета тӑрӑх проект хакӗ 1200000 тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутра республика бюджетӗнчен — 960000, вырӑнти бюджетран — 360000, бюджета кӗмен ҫӑлкуҫсенчен — 120000 тенкӗ. Аукцион ирттерсе ӗҫсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ перекетленни палӑрнӑ. Юлнӑ ҫак укҫапа усӑ курса пӗвене тасатас енӗпе тата та ӗҫсем пурнӑҫласшӑн, шыва пулӑсем ярса ӗрчетесшӗн. Ял ҫыннисем ҫывӑх вӑхӑтра ҫӑлкуҫ таврашне тасатса тирпей-илем кӗртме те, ҫав шутра кану беседкисем вырнаҫтарма, йывӑҫ-тӗм лартма планлаҫҫӗ. Хастарсен ӗҫне ырламалла ҫеҫ. Ҫут ҫанталӑка упрани, юхӑнса пыракан вырӑнсене тасатса тирпейлени, тавралӑха тирпей-илем кӗртни питӗ аван.
Гелия ГИНАТУЛЛИНА.

