Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Малалли

Района туса хунӑ ҫулсенчи пӗрремӗш  утӑмсем

Чылай пысӑк вӑл, эпӗ унти хӑш-пӗр йӗркесене илсе кӑтартасшӑн. «Хӗллехи вӑхӑтра. Уй-хир ӗҫӗсем пӗтнинчен пуҫласа ҫурхи ака ӗҫӗсем пуҫланиччен ӗҫе ирхине 9 сехетрен пуҫласа каҫхине 6 сехетчен ӗҫлемелле, кӑнтӑрлахи апата 12 сехетрен 13 сехетчен тумалла. Ҫураки кампанийӗнче ӗҫ ирхине 4 сехетре пуҫланать, ирхи апат — 7 сехетрен пуҫласа 8 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, лашапа ӗҫлекенсен кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, ӗҫ кунӗ хӗвел ансан пӗтет. Лашапа ӗҫлекенсем кашни икӗ сехетрен 10 минутлӑ тӑхтав тӑваҫҫӗ, вӑл вӑхӑтра лашасене, сбруя, инвентарьсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫӗртме тунӑ вӑхӑтра. Лашапа ӗҫлекенсем ирхине 3 сехетре ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, ирхи апат 6 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат 11 сехетрен пуҫласа  15 сехете ҫитиччен. ,ҫ кунӗ хӗвел ансан пӗтет. Ҫум ҫумланӑ тата утӑ ҫулнӑ вӑхӑтра ӗҫ ирхине 6 сехетре пуҫланать. Ирхи апат тума тӑхтав ҫук, кӑнтӑрлахи апат 12 сехетпе 15 сехетчен. ,ҫе каҫхине 8 сехетре пӑрахмалла. Вырма  вӑхӑтӗнче ӗҫ  ирхине 3 сехетре пуҫланать, ирхи апат 7 сехетрен пуҫласа 7 сехет те 30 минута ҫитиччен, кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 14 сехет те 30 минут ҫитиччен, каҫ кӳлӗмхи апат каҫхине 7 сехетрен пуҫласа 8 сехетчен пулмалла. Ӗҫе каҫхине 10 сехетре пӑрахмалла». Ҫакна мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха? Вӑл вӑхӑтра кун йӗрки ытти колхозсенче те ҫак хуҫалӑхринчен питех уйрӑлса тӑман пулӗ.  Вӑл вӑхӑтра паянхи пек хӑватлӑ техника пулман, ал вӑйӗпе уй-хир ӗҫӗсене хӑвӑрт та вӑхӑтра пуҫтарас тесен кунӗпе пилӗк авма тивнӗ. Умра вара… Умра хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулӗсем пулнӑ.

Вӑрҫӑн асаплӑ  ҫулӗсем

1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче нимӗҫ фашисчӗсем пӗр систермесӗр, сӗмсӗррӗн Совет Союзӗ ҫине тапӑнса кӗнӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Ӗнер кӑна мирлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ халӑха пысӑк йывӑрлӑхсем пырса ҫапнӑ. Вӑйпитти арҫынсем вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. «Октябрь ялавӗ» хаҫатра ӗҫлекен сотрудниксем те салтак шинелӗ тӑхӑннӑ.  (Кун пирки  «Каҫал ен» хаҫатӑн кӑҫалхи май уйӑхӗнчи номерӗнче «Хаҫатҫӑсем те фронтра юн тӑкнӑ» статьяра  ҫырнӑччӗ). Темӗнле хӗн пулсан та район хаҫачӗ тухма пӑрахман, вулакансем патне ҫитнӗ. Хӑйӗн страницисенче Совинформбюро сводкисене пӗлтернипе пӗрлех районта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне палӑртнӑ, вӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса тӑнӑ. Инҫетре вӑрҫӑ кӗрленӗ пулсан та предприятисемпе колхозсем ӗҫленӗ. Фронта кайнӑ арҫынсем вырӑнне хӗрарӑмсем, пӗве кӗрсе пыракан ҫамрӑксем, ватӑсем тӑнӑ.  Архивра 1941 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулти номерсем ҫук пирки тылри ӗҫченсем ҫинчен ҫырнӑ йӗркесене тӳрремӗн илсе кӑтартаймасан та, хаҫатра вӗсен хастар ӗҫӗсене кӑтартсах пыни паллӑ ӗнтӗ. Районти халӑх 1941 ҫулхи кӗркунне Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума та хастар хутшӑннӑ. Пирӗн тӑрӑхри ҫынсем ытларах Пӑрачкав, Улатӑр тӑрӑхӗнче ӗҫленӗ. 1942 ҫулхи  мартӑн 4-мӗшӗнчи номерӗнче  «Укрепленнӑй рубежсен строительствинче ӗҫлекенсене орденсемпе тата медальсемпе наградӑласси ҫинчен» СССР Верховнӑй Совет Президиумӗ кӑларнӑ Указран илнӗ йӗркесене пичетленӗ. Унта  «Алексеев Василий Алексеевича — ӗҫсен производительне, Шингалов Николай Андреевича — ҫӗр чавакансен бригадирне «За трудовые отличия» медальпе наградӑланӑ» тесе пӗлтерни пур. Строительствӑра хастар ӗҫлесе палӑрнӑ пирӗн районти 11 ҫынна Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Вӗсем% Клавдия Тимофеевна Арсентьева (Аслӑ Чурачӑкри «Заветы Ильича» колхоз), Илья Евграфович Евграфов (Нӗркеҫри Шмидт ячӗллӗ колхоз), Анастасия Михайловна Карасева, Елизавета Семеновна  Кириллова  (Тӑманлӑ Выҫлинчи Сталин ячӗллӗ колхоз), Нина Николаевна Михайлова, Александр Андреевич Терентьев (Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи «Культура» колхоз), Анастасия Николаевна Наумова (Ҫӗнӗ Мӑратри «Мурат» колхоз), Мария Васильевна Потапова (Комсомольскинчи «Большевик» колхоз), Егор Николаевич Петухов (Асанкассинчи  «Двигатель революции» колхоз), Ульяна Архиповна Степанова (Тукай ялӗнчи Чапаев ячӗллӗ колхоз), Мефодий Константинович Соловьев (Хирти Сӗнтӗрти «Коммунар» колхоз).

Ялти ӗҫсем тӗпрен илсен хӗрарӑмсем ҫине тиеннӗ. Хаҫат «Трактор», Красин ячӗллӗ колхоз председателӗсем Иванова, Школьникова, Хирти Мӑрат ял совечӗн председателӗ Абросимова  пирки ырласа ҫырать. МТСри Вера Самарина, Татьяна Наумова, Матрена Краснова ӗҫре малта пынине палӑртать. «Патриоткӑсем» заметкӑра Эльпуҫӗнчи «Красный клевер» колхозри красноармеецсен арӑмӗсем пирки сӑмах пырать. «…упӑшкисем хушса хӑварнисене аван пурнӑҫласа пыраҫҫӗ, колхозра тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, Елена Грибоедова, ҫамрӑк ача амӑшӗ, 1941 ҫулта 230 ӗҫкунӗ тунӑ. Мария Гончарован 4 ача. Ачисем пурте пӗчӗк-ха. Вӑл ҫапах 208 ӗҫкунне ҫитернӗ. Ҫавӑн пекех 2—3 ача амӑшӗсем В.Маркова, М.Орлова тата ыттисем те тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ унта.

Вӑрҫӑ предприятисене ҫӗнӗ производствӑсем уҫма хистенӗ. «Красный  инвалид» артель председателӗ  И.Смирнов ҫапла ҫырать: «Малтанхи вӑхӑтра артель йывӑҫран каскаласа хуҫалӑхра кирлӗ япаласем тунӑ пулсан, халӗ ҫар ӗҫне кирлӗ япаласем тӑвать. Ку тӗлӗшпе пуринчен ытла  Хӗрлӗ ҫар  боецӗсем валли кӗрӗк-пиншаксем ҫӗлесси пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Виҫӗ уйӑх хушшинче 828 тир тунӑ. Вӑл тирсенчен 115 кӗрӗк-пиншак, 16 жилетка, 148 мӑшӑр алса тулӗ ҫӗленӗ… Кӗпе-йӗм ҫӗлекен цеха тин кӑна хута янӑ пулсан та, 300 кӗпе, 50 йӗм ҫӗленӗ… Декабрӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 50 мӑшӑр йӗлтӗр тунӑ та ӗнтӗ». «Заря» артель председателӗн Ф.Пузанковӑн  статйинчи  йӗркесем%

«Иртнӗ ҫулсенче хуҫалӑхра кирлӗ пулакан япаласене Ҫӗнӗ Мӑрат таврашӗнчи колхозсем тата колхозниксем урӑх ҫӗртен-ютран кӳрсе килнӗ… Кӑҫал  эпир парник туса лартрӑмӑр. Унта ҫуна тупанӗсем авма пикентӗмӗр… Вырӑнти чӗртавартан 79 ҫуна туса сутрӑмӑр. Кунсӑр пуҫне кашӑк-ҫӑпаласем тӑвакан мастерской уҫрӑмӑр… Икӗ уйӑх хушшинче 3000 кашӑк турӑмӑр… Нумаях  пулмасть тикӗт-сӑмала савӑтне ӗҫе ятӑмӑр. Пӗр тоннӑна яхӑн тикӗт-сӑмала тунӑ та ӗнтӗ. Ҫак кунсенчех скипидар тума тытӑнатпӑр, ҫавасем хӑйрамалли лапаткасем тума пуҫламалла. Тикӗт-сӑмала тунӑ ҫӗрте 65 ҫулхи старик Ф.Никифоров тата унӑн хӗрӗсем Акулина, Раиса, Фекла тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавсемех кӑмрӑк тӑваҫҫӗ. Январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 3 тонна кӑмрӑк тунӑ. Ку енчи ҫынсем нихҫан та чӑпта ҫапас енӗпе ӗҫлемен. Эпир 9 хӗрачана вӑл ӗҫе вӗрентрӗмӗр. Халӗ 4 станпа 12 ҫын чӑпта ҫапаҫҫӗ. Январь уйӑхӗнренпе 2500 чӑпта ҫапнӑ… Ҫакӑнпа пӗрлех чӑпта ҫапнӑ чухне юлнӑ мунчаласенчен пӑявсем яваҫҫӗ. Ку ӗҫре те хамӑр патӑрти хӗрсемпе хӗрарӑмсем ӗҫлеҫҫӗ…. Эпир кӑҫал 2000 шӑпӑр, кӗреплесем, кӗреҫесем тата ытти те тунӑ. Халӗ урапасем тума хатӗрленетпӗр. Ҫулла хуралтсем ҫине витмелли турпассем тума пуҫлатпӑр».

Халӑх «Йӑлтах фронт валли, йӑлтах ҫӗнтерӳ валли» шухӑшпа ӗҫленӗ. Ҫакӑ тата ытти лозунгсем хаҫатӑн кашни страницинче тенӗ пекех курӑнаҫҫӗ. Вырма вӑхӑтӗнче ял ҫыннисем умӗнче «Уборка вӑл — фронтри ҫапӑҫупа пӗрех», «Тырпулсене ӑнӑҫлӑн пухса кӗртни — фронтра пысӑк ҫӗнтерӳ тунипе пӗрех» тата ытти девизсем пулнӑ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ял ҫыннисене ҫӑмӑл килмен. Ҫимелли те, тӑхӑнмалли те ҫителӗксӗр пулсан та мӗн пуррине вӑрҫӑ хирӗнчи салтаксене пулӑшма яма тӑрӑшнӑ. Аслисемпе пӗрлех ачасем те  тимӗр-тӑмӑр пуҫтарнисӗр пуҫне танксемпе самолетсем тума укҫа-тенкӗ  хывнӑ. «Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулта вӗренекен ачасем «Пионер Чувашии» танк  тума 640 тенкӗ укҫа пухса пачӗҫ. Ку ӗҫре 3-мӗш класс малта пырать. В.Тумаланова 23 тенкӗ, Л.Лукиянова 11 тенкӗ, М.Пурлушкина 10 тенкӗ пачӗҫ», «Тугайри пуҫламӑш шкулта вӗренекен ачасем «Пионер Чувашии» танк тума 450 тенкӗ укҫа пухрӗҫ. 1-мӗш класри октябреноксем 70 тенкӗ пухса панӑ», «Ҫӗрпӳелӗнчи  тулли мар вӑтам шкулта вӗренекен ачасем «Пионер Чувашии» танк тума 560 тенкӗ укҫа пухса пачӗҫ.  А.Никифоров 20 тенкӗ, А.Косолапова 15 тенкӗ, Л.Ильин  13 тенкӗ пачӗҫ».

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *