Вторник, 13 октября

Коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Ҫакӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Йӑлари хытӑ каяшсене мӗнлерех тирпейлесе тӑмалла? Регионта экологипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру мӗнлерех?

Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче граждансем коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли виҫе улшӑнасси тарифсене ҫулсеренех индексациленипе пулать. Кашни ҫулах тарифсене индексацилени вара ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх инфратытӑмне аталантарассипе, унӑн ӗҫне пӗр чарӑнми йӗркелесе пырассипе ҫыхӑннӑ. Ку чухне вара халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗсемпе пахалӑхлӑ тивӗҫтересси ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ: ӑшӑ тата шыв трассисене юсаҫҫӗ, коммуналлӑ инфратытӑмӑн объекчӗсене ҫӗнетеҫҫӗ.

2026 ҫулта Раҫҫейри социаллӑ экономика аталанӑвӗн Прогнозӗ тӑрӑх граждансен коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли тарифсен виҫисем ӳсеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ пек июлӗн 1-мӗшӗнчен мар, октябрӗн 1-мӗшӗнчен. Чӑваш Енре тарифсен виҫисем Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти регионсемпе танлаштарсан чи пӗчӗкки шутланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш Енре сивӗ шывпа тивӗҫтерессипе тата шыв юхтарса кӑларассипе вӑтам тариф пӗр кубла метршӑн 68,80 тенкӗпе танлашать. Ку енӗпе пирӗн республика Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти регионсем хушшинче аялтан 4-мӗш вырӑнта. 100 кВт электроэнергишӗн регионта 473,73 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе те ҫавӑн пекех 4-мӗш вырӑнта. Ӑшӑпа тивӗҫтернишӗн республикӑра вӑтам тариф 1 Гкалшӑн 2608,90 тенкӗ шутланать, рейтингра аялтан 2-мӗш. Ҫут ҫанталӑк газӗн хакӗ Чӑваш Республикинче пӗр кубла метршӑн 8 тенкӗ те 16 пус, рейтингра аялтан иккӗмӗш. Чӑваш Енре паянхи куна йӑлари хытӑ каяшсемшӗн регионти оператора тӳлемелли хак Атӑлҫи федераци округӗнче кӑна мар, Раҫҫейре те чи пӗчӗкки шутланать. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗр ҫын пуҫне уйӑхне 62,73 тенкӗ тӳлеҫҫӗ пулсан, уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем — 73,16 тенкӗ. Иртнӗ ҫултанпа Чӑваш Енре ялсенче харпӑр хӑй ҫурчӗсенче пурӑнакансене валли ҫӑмӑллӑх кӗртнӗ, вӗсем коммуналлӑ хытӑ каяшсемшӗн регионти оператора 60,09 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Тӳлев виҫине палӑртнӑ чухне тарифа тата каяшсене пухнин нормативне шута илеҫҫӗ. Чӑваш Енри тарифсен патшалӑх служби йӑлари хытӑ каяшсемпе ӗҫлемелли тарифа палӑртать. Вӑл пурин валли те пӗр пекех, анчах та Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерстви палӑртакан нормативсем расна. Ҫакӑ ҫын нумай хваттерлӗ е уйрӑм ҫуртра пурӑннинчен килет. Ҫавӑнпа та уйӑхне ҫыншӑн тӳлемелли виҫе те тӗрлӗрен. Прогноз тӑрӑх ҫитес ҫул октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа йӑлари хытӑ каяшсемшӗн ытларах тӳлемелле пулӗ: нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансен 139,67 тенкӗ, уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен — 149,97 тенкӗ. Ҫапла пулас улшӑнусене шута илсен нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяшсемшӗн тӳлени Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче аялтан 9-мӗш вырӑна куҫӗ, харпӑр хӑй ҫуртсенче пурӑнакансен тӳлевӗ — аялтан 10-мӗш вырӑна. Ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяшсене уйӑрассипе ӗҫлекен ҫӗнӗ объектсем туни пурнӑҫпа тан утма пулӑшать.

Чӑваш Енри пур округра та ҫитес ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫей Правительствин ҫирӗплетнӗ индексне шута илсе электроэнергишӗн, ҫут ҫанталӑк газӗшӗн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли хаксем ӳсеҫҫӗ. Паянхи куна вӗсем паллӑ мар. Комсомольски  муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «Чӑваш Республикинчи муниципалитетсенче коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли виҫесен пулма пултаракан чи пысӑк индексӗсем ҫинчен» Хушӑвне улшӑнусем кӗртессипе ҫыхӑннӑ проекта сӳтсе явнӑ. 

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе килӗштернӗ хыҫҫӑн ЧР конкурентлӑ политика тата тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби Раҫҫейри Монополие хирӗҫ кӗрешекен федераци службине индекссене ҫирӗплетме ҫырупа тухӗ.

Уйрӑм категорири ҫынсем валли ҫӑмӑллӑхсемпе субсидисем сыхланса юлаҫҫӗ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра кӑна ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн тӳлеме социаллӑ пулӑшу мерисемпе 274 пин ҫынна тивӗҫтернӗ. Ҫакӑ вӑл Чӑваш Енре пурӑнакансен 23,7 проценчӗ шутланать, тепӗр майлӑ каласан, республикӑри кашни 4-мӗш ҫын ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курать. Пӗтӗмпе 1,43 миллиард тенкӗлӗх социаллӑ пулӑшу панӑ, ҫапла вара кашни пулӑшу илекене уйӑхне 579,7 тенкӗ тивӗҫет. Йӑлари хытӑ каяшсемпе ҫыхӑннӑ реформа ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗрет.

Унӑн тӗллевӗ — йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлес ӗҫӗн пахалӑхне лайӑхлатасси, ҫут ҫанталӑка сиен кӳрессинчен сыхласси. Вӗсем тӳрремӗнех инфратытӑм аталанӑвӗ ҫине витӗм кӳреҫҫӗ.

Эмир БЕДЕРТДИНОВ,

Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ:

— Чӑваш Енре коммуналлӑ хытӑ каяшсене пуҫтарас ӗҫ йӗркеленсе пырать. «Экологи тӑнӑҫлӑхӗ» наци проекчӗ пурнӑҫланнӑ май пирӗн ума ҫӗнӗ тӗллев тухса тӑрать — уйрӑм ярӑм экономикине хатӗрлесси. Ҫакӑн валли ҫӗнӗ комплекссем хута каяҫҫӗ. Вӗсем регионта пухӑнакан хытӑ каяшсене ытларах та ытларах сортировка витӗр кӑларма, иккӗмӗш хут усӑ курма юрӑхлисене уйӑрма май параҫҫӗ. Ҫапах та «ЭКО ДОМ» йышши пуҫарусемсӗр экономикӑн уйрӑм ярӑмне тума ҫук. Вӗсем ҫыннӑн экологи культурине аталантараҫҫӗ, тавралӑха упрамашкӑн пӗлтерӗшлӗ утӑм тума пулӑшаҫҫӗ.

Прогноз тӑрӑх ҫитес ҫул октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа йӑлари хытӑ каяшсемшӗн ытларах тӳлемелле пулӗ% нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансен 139,67 тенкӗ, уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен — 149,97 тенкӗ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин материалӗпе

Алевтина Ефремова хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *