Лидия Филиппова
Малалли.
Самай аслă çулсенчи икĕ арçын ачасем пек ыталашнă-тĕрткелешнине кура Сергей çул хĕрринчи çутă кăвак тĕслĕ «Тойота» патне таврăнчĕ, кансĕрлес мар терĕ пулинех.
— Эс килессе пĕлнĕ пекех яла персе çитрĕм паян Шупашкартан. Чĕре сисрĕ пулĕ. Эрнекун-ха, терĕм, ĕç вăл вилсен те виçĕ куна теççĕ. Мăшăра лартрăм та вĕçтертĕм яла. Куран, ялтан та уйрăлас темерĕмĕр, атте-анне килĕн вучахне сỹнтерес килмерĕ. Анне, пурăннă чухне, пĕрмай: «Мăрьерен тĕтĕм тухма ан пăрахтарăр, яла ан пăрахăр, ваттисен йăлисене ăруран ăрăва тытса пырăр, ял халăхĕпе пĕрле пулăр…» — тетчĕ. Вăл та çук ĕнтĕ. Эпĕ вара, кĕçĕнни пулнă май, кил-çурта çĕнетес терĕм. Хăçан та пулин Юрик те çаврăнса тухатех, теттĕм. Сирĕн умра машина чарăнсанах чĕре кăртлатса илчĕ, улталамарĕ. Акă тинех тĕл пултăмăр пулса тухать. Сирĕн киле те пăрахмарăм, май пур таран тытса-пăхса тăтăм. Куран, талпиçене хунама памарăм… — шỹтлерех те, хурланарах та калаçрĕ Мăкăля.
Умри Мăкăля — ача чухнехи кăтра çỹçлĕ пĕчĕк те хыткан Мăкăля мар ĕнтĕ текех. Утмăлалла кармашакан арçын кĕреш юман пек хулпуççиллĕ, куçĕсем ăшшăн та ăслăн, ăнланса пăхаççĕ, унччен хуп-хура та кăтра пулнă çỹçĕ вара самаях шуралнă. «Профессор теме пулать сана, Мăкăля…». Урама янраттарса кулса ячĕ лешĕ: «Мăкăля-я-я! Каларăн та. Анне çапла чĕнетчĕ мана мĕн виличченех. Урăх никам та. Ача чухнехине аса илтертĕн… Тахçанах Николай Петрович ĕнтĕ эпĕ. Хула администрацийĕнче тăрăшатăп. Сана вара, Юрик, Юрий Васильевич, тĕп каналсемпе курсах тăратпăр. Мухтанатăп санпа… Ну-у-у, кун çинчен каярах. Кайрăмăр, мăшăрăмпа паллаштарăп. Кăмăллăскер вăл манăн Наташа — Натали. Сирĕн киле пăхса тăма та пулăшать. Сахал мар каласа панă ăна эпĕ санăн синкерлĕ шăпу çинчен…».
«Кукама-а-ай! Ан яр мана вĕсемпе, парса ан яр мана-а-а…» — тĕлĕксенче миçе хутчен аса илмен, таврăнман пулĕ çак хăрушă саманта Юра.
Халĕ те, акă, хăраса куçĕсене уçса ячĕ.
Чĕри, инкеке лекнĕн, пăчăртанса ларнă пек пулчĕ. Пĕр кана тĕттĕмри шăплăха итлесе выртрĕ. Хăй ăçтине ăнланса илсен лăштах сывласа ячĕ. Çуралнă кил… Сывлăшĕ те урăхларах-çке тăван килте. Йывăç çуртăн кашни пĕрени сывланăн, пурăннăн туйăнать. Пурăнаççĕ те вĕсем. Пĕтĕмпех астăваççĕ те…
Канашри тăлăх ачасен интернатне илсе кайрĕç Юрике. Кукамăшĕ чĕркуçленсе тилмĕрнине итлесе, ача куççульне пăхса тăрасшăн пулмарĕç районти социаллă тытăмра ĕçлекенсем. «Лăпланатăр. Пурте макăраççĕ. Хăй ирĕкĕпе никам та каясшăн мар ача çуртне. Каярах ăнланса илетĕр, акă, çакă тĕрĕс пулнине. Мĕн, ашшĕ-амăшĕсĕр ачана ỹстерме 90 çулти карчăка çăмăл пулать тетĕр-им? Халĕ виççĕмĕш класа кăна каять те, характерне ытлашши кăтартмасть. Кайран, ỹсерехпе, арçын ача кăмăлĕ улшăнать, сире пăхăнми пулать. Тĕрме таврашне лектерес килет-и-мĕн? Пенси укçи те пысăк мар. Выçă вĕлерес тетĕр-и мăнукна? Ача çуртĕнче вара çитересси-тумлантарасси таранах патшалăх хăй çине илет…» — шелсĕррĕн касса татрĕ районтан килнĕ хĕрарăм. Те чăнах та çапла чунсăрччĕ вара вăл, те тăлăх-турат шăпине курса чĕри хытса çитнĕччĕ — калама йывăр, анчах халĕччен те куç умĕнче çав ỹкерчĕк.
70-мĕш çулсем патнелле пыратчĕ вăхăт тени… Пач урăх тĕнчене пырса кĕчĕ Юрик. Ялти пĕр хутлă йывăç шкул тăван кил пекехчĕ пулсан, хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă виçĕ хутлă çурта чылайччен хăнăхаймарĕ пĕчĕкскер. Интернат территорийĕ питĕ-питĕ пысăк пек туйăнатчĕ. Йĕри-тавра кунĕн-çĕрĕн çын утать (кайран, çулсем иртсен, 1987 çулта тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисем валли уçнă Канашри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан интернат шкулăн истори музейне уçнă çĕре ытти воспитанниксемпе пĕрле Юра Краснова та йыхравланăччĕ. Çук, çитеймерĕ вăл унта. Умра Мускавччĕ, çĕршывăн тĕп хулине парăнтарма тытăннăччĕ ĕнтĕ чăваш каччи. Çула тухас кăмăлĕ те çукрахчĕ — шалти кỹренỹ самай тарăн тымар янăччĕ çав. 1990 çулта интерната легендарлă начдив Василий Чапаев ятне панă тенине вуласан савăннăччĕ вара).
Тепĕр пилĕк çул сисĕнмесĕр тенĕ пек иртрĕ. Темĕн те пулса иртрĕ ку тапхăрта. Кỹршисем пулăшкаларĕç пулин те, тек ура çине тăраймарĕ кукамăшĕ. Пĕртен-пĕр çывăх çыннипе сыв пуллашма та памарĕç Юрике. Ачан психикине шеллерĕç пулинех.

