Вторник, 13 октября

Ҫуран ҫӳрекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла

Ҫуран ҫӳрекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла

Кун кӗскелсех пырать. Ҫавӑнпа та ир каҫ пулать. Тӗттӗм вӑхӑтра водительсене ҫул хӗррипе утакан ҫуран ҫынсене тӳрех  асӑрхама та йывӑр. Ҫавӑнпа та ҫула тухсан фарӑсен ҫутипе ҫын пынине палӑртакан тум тӑхӑнма тӑрӑшмалла е тумтир ҫинче ҫавӑн пек паллӑ пулмалла. Ҫакӑ автотранспорт хатӗрне тытса пыракана умра утакана вӑхӑтра курма май парать.

Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем ачан ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн чи малтан ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ пулнине асӑрхаттараҫҫӗ. Тӗттӗм вӑхӑтра вӗсене кӑларса яма тӑрӑшмалла мар, е мӗнле те пулин сӑлтавпа ҫула тухма тивсен  ҫутӑ паракан паллӑ пур япаласем тӑхӑнтартмалла. Ҫавӑн пекех хӑйсен тӗпренчӗкӗсене ҫул-йӗр правилисем пирки тӗплӗн ӑнлантарса памалла.

Тӗттӗм, тӗтреллӗ, ҫумӑрлӑ, ҫил-тӑманлӑ вӑхӑтра ҫул ҫине автомашина ҫутипе палӑракан тумсем тӑхӑнса тухма сӗнетпӗр.  Тумтир, рюкзак, велосипед тата коляска ҫинче ҫутӑ паракан паллӑсем пурри сире инкекрен сыхланма нумай пулӑшӗ. Кӗсье хунарӗ ҫумра пулни е мобильлӗ телефонпа ҫула ҫутатса пыни те водительсене сире лайӑхрах курма май парать. Ҫул урлӑ ятарласа палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ каҫмалла. Ура ярса пусиччен  транспорт хатӗрӗ чарӑнса сире ирттерсе яма хатӗр пулнине пӑхмалла.

Ҫул тӑрӑх е хӗррипе утнӑ чухне телефонпа юрӑ-кӗвӗ итлесе пыни сисӗмлӗхпе асӑрханулӑха чакарать. Ҫул  урлӑ каҫнӑ е пӑрӑннӑ чухне хӑвӑр ҫинчен алӑ тӑратса е паллӑсем парса водителе асӑрхаттармалла. Утса пынӑ вӑхӑтрах хӑвӑрт пӑрӑнса ҫул урлӑ чупса каҫни те инкек патне илсе ҫитерме пултарать.

Ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗ хӑйсен аллинче. Ҫӳлерех асӑннӑ йӗркесене пӑхӑнсан ҫул сирӗн ума хӑрушлӑх кӑларса тӑратмӗ. Автотранспорт хатӗрӗсен водителӗсен ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсен те ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалла.

Алексей Матросов,

шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн патшалӑх автоинспекци пайӗн начальникӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *