Нумаях пулмасть Шупашкарта Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв йӗркеленӗ. Унта республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен 800 ытла ял хуҫалӑх ӗҫченӗ пуҫтарӑннӑ.
Мероприятире регионти чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсене тата организацисене палӑртнӑ. Вӗсене хакланӑ чухне кӑҫалхи тухӑҫа ҫеҫ мар, ӗҫ укҫи шайне, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тунине, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрӗн лаптӑкне, пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑтартусем мӗн чухлӗ ӳснине шута илнӗ. Пӗтӗмлетнӗ кӑтартусемпе пирӗн округри хӑш-пӗр хуҫалӑхсем рейтингӑн чи малти йӗркине лекме пултарнӑ. Ҫапла «Комсомольские овощи» агрофирма чи нумай пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерсе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Диплома тивӗҫнӗ. «Слава картофелю» агрофирма пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем ҫитӗнтерсе пуринчен те нумай тухӑҫ илсе 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫак наградӑсем округри ҫӗр ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене чунне парса, пӗлсе пурнӑҫланине, ял хуҫалӑхӗнчи ҫӗнӗлӗхсене тухӑҫлӑн ӗҫе кӗртсе пынине ҫирӗплетеҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑн пек хуҫалӑхсем пуррипе пирӗн округ республикӑри чи ҫирӗп ял хуҫалӑх центрӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Пирӗн аграрисем малашне те кашни ӗҫе ҫӳллӗ шайра пурнӑҫласа пырасса шансах тӑратпӑр. Мала тухнӑ хуҫалӑхсен коллективӗсене вара пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр, яланах малти ретре пулма сунатпӑр.

