Кашни ял-хуларах ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерекен, тупӑш паракан предприятисем пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кун пек чухне ҫынсем ӗҫ шыраса аякка каймаҫҫӗ, вырӑнтах ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ, малашлӑха шанӑҫпа пӑхаҫҫӗ.
Комсомольскинче ҫакӑн пек предприятисенчен пӗри вӑл — сӗт-ҫу комбиначӗ. Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин унта ҫитсе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Комбинат 2012 ҫултанпа ӗҫлет, ҫак хушӑра вӑл ертӳҫӗсемпе ӗҫченсен тӑрӑшулӑхне, кашни хӑйӗн тивӗҫӗсене пӗлсе пурнӑҫланине кура округри чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан организацисен шутне кӗме пултарнӑ. Юлашки ҫулсенче кунта оборудованине чылай ҫӗнетнӗ, реконструкци тунӑ. Ҫавна май паянхи кун предприяти уйӑхра 150 пин тонна таран сӗтрен продукци хатӗрлеме пултарать.
Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбинатне округра ҫеҫ мар, ун тулашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Кунта ҫусӑрлатнӑ типӗ сӗт, услам ҫу, хӑйма, тӗрлӗ ҫу шайӗллӗ тӑпӑрчӑ, типӗтнӗ ҫӗве шывӗ туса кӑлараҫҫӗ. Ҫакна йӑлтах 173 ҫынран тӑракан коллектив тӑвать. Вӗсем — хӑйсен ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлакан специалистсем. Шӑпах вӗсем тӑрӑшнипе предприятире ӗҫ нихӑҫан та чарӑнса лармасть, комбинат аталану ҫулӗпе малалла утать. Малашне ертӳлӗх производствӑна тата та анлӑлатасшӑн — сыр тӑвакан линине хута ярасшӑн.
«Ҫакӑн пек предприятисем ахаль производство ҫеҫ мар, вӗсем стабильлӗхе, аталанӑва, тӑван ене шаннине кӑтартаҫҫӗ», — палӑртнӑ Николай Раськин комбинатӑн ӗҫне пысӑк хак парса. Вӑл ӗҫченсене малашне те юратнӑ ӗҫе чуна парса пурнӑҫлама, предприятине ӑнӑҫлӑн аталанса пыма суннӑ.

