Вторник, 13 октября

Цитата

Цитата

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Раҫҫейӗн паянхи  музыка картти» фестиваль тепӗр хут пирӗн ҫӗршыври культурӑн пуянлӑхӗпе хавхаланулӑх вӑйне  кӑтартса пачӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ пек  юрӑ-кӗвӗ юратакансене, музыка деятелӗсене тата ҫамрӑк композиторсене Раҫҫей халӑхӗсен культурин нумайенлӗхне упрас енӗпе пӗрлештерчӗ.

Маншӑн ку проект — савӑнӑҫ, хавхалану, хӑпартлану.  Савӑнӑҫ — «Россия» наци центрне  пирӗн пӗтӗмӗшле культура пуянлӑхне курма тата итлеме  пур регионсенчен те килни. Хавхалану — пирӗн ҫӗршыври халӑхсен чун-чӗрене ҫӗклекен тӗрлӗ енлӗ музыка палитри. Хӑпартлану — пуҫаруҫисем эпир пулни, ҫӗршыври творчество юхӑмӗнче  малти ретре тӑни.

Эпир проекта ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, цифра технологийӗпе тата искусствӑлла интеллектпа усӑ курса малалла аталантаратпӑр. Росконгресспа пӗрле нацисен тумтирӗсен аватарне хатӗрлетпӗр, ку пирӗншӗн пуҫламӑш анчах».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *