Хаҫат редакцине вӑл пуринчен маларах ҫитетчӗ. Коллективри ытти сотрудниксем пуҫтарӑниччен темиҫе информаци хатӗрлесе хуратчӗ. Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра паянхи пек интернет пулман та, хыпарсене ӗҫ коллективӗсенчен телефонпа шӑнкӑравласа илеттӗмӗр. Вӑл, маларах парти райкомӗнче ӗҫленӗскер, предприятисемпе организацисен, колхозсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене лайӑх пӗлетчӗ. «Эпир райкомра ӗҫленӗ чухне производствӑра ӗҫлекенсем патне час-часах тухса ҫӳренӗ. Ҫынсемпе курса калаҫса шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ. Эпӗ колхозсенчи малта пыракан дояркӑсемпе механизаторсене сӑнран пӗлнӗ», — тетчӗ вӑл. Редакцире ӗҫленӗ вӑхӑтра та вӑл ларса тӑман, яланах ҫула тухнӑ. Хуҫалӑхсене ҫитсе пуян содержаниллӗ материалсем хатӗрлесе килетчӗ. Ҫак кунсенче пирӗн пултаруллӑ ӗҫтеш, журналист-ветеран Василий Васильевич Гаврилов 80 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тума хатӗрленет.
Вӑл Хирти Мӑнтӑр ялӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Амӑшӗ, Александра Игнатьевна ӗмӗрӗпех «Знамя» колхозӑн пахча-ҫимӗҫ бригадинче тӑрӑшнӑ. Ашшӗ, Василий Герасимович, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта тухса кайнӑ. Сталинград патӗнчи хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, вӑрҫӑра виҫӗ хутчен аманнӑ, яла костыльпе таврӑннӑ. Колхозра председательре, строительство бригадинче платникре, сысна, сӗт-ҫу фермисенче операторта тӑрӑшнӑ. «Пире атте-анне тӗрӗс воспитани парса ӳстернӗ. Тӑван ҫӗршыва юратма, халӑхпа пӗрле пулма, пӗлӳ илсе обществӑшӑн ӗҫлеме пилленӗ», — тет Василий Васильевич. Ҫемьере 6 ывӑл ҫитӗннӗ. Вӗсем пурте вӑхӑт ҫитсен Совет ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Хӑйсене килӗшекен ӗҫ суйласа илсе ӗмӗр тӑршшӗпех тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ.
Василий Гавриловсен чи аслӑ ачи пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи кӑткӑс та йывӑр ҫулсенче ҫуралса ӳснӗскер мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑннӑ. Асли пулнӑ май вӑл шӑллӗсемшӗн те яваплӑха туйса ҫитӗннӗ. Пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермеллине, шаннине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫламаллине, тасалӑхпа тирпейлӗх тӗп вырӑнта пулмаллине мӗн пӗчӗкренех ӑнланса, туйса тӑнӑ.
1953 ҫулта вӑл пусма сумка ҫакса ҫӑпатапа Хирти Мӑнтӑрти 7 ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ. «Пире Мария Павловна Валетова вӗрентекен ӑшшӑн кӗтсе илнине паянхи кун та астӑватӑп. Вӑл пире вулама-ҫырма, шутлама вӗрентнипе пӗрлех шкулта мӗнле тытмаллине те ӑнлантарса пачӗ. Ӑна паянхи кун та асра тытатӑп», — аса илет ветеран. Арҫын ача шкулта аван паллӑсемпе вӗренсе пынӑ, спорта юратнӑ, обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Ялта ҫичӗ класс пӗтерсен Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкула ҫӳреме пуҫланӑ. Унта 9 класс таран вӗренсен Мари Эл республикинчи Звениговӑри юханшыв училищине вӗренме кайнӑ. Кунтах специальноҫпа пӗрле вӑтам шкул пӗтерни ҫинчен аттестат та илнӗ. Училищӗре пӗлӳ илнӗ вӑхӑтрах спортпа та ҫывӑх пулнӑ. Йӗлтӗрпе 10 километра чупса училищӗри ӑмӑртусенче тӑтӑшах малти вырӑнсем йышӑннӑ.
1964 ҫулхи ҫулла юханшыв ҫинче ӗҫлекен специальноҫа илнӗ хыҫҫӑн В.Гаврилов «Кольский» пӑрахут ҫинче рулевойра ӗҫлеме тытӑннӑ, кӗркунне вара, навигаци вӗҫленсен, ҫар ретне тӑнӑ. Анапа хулинче СССР хӑрушсӑрлӑх органӗсен пограничниксен тинӗс ҫарӗн кӗҫӗн специалистсем хатӗрлекен шкулӗнче 8 уйӑх вӗреннӗ хыҫҫӑн штурман-электрик специальноҫне илнӗ. Кунта та чӑваш каччи спорт ӑмӑртӑвӗсенче палӑрнӑ. Йывӑр атлетика, гимнастика, ҫӑмӑл атлетика, шывра ишесси уншӑн юратнӑ спорт енӗсем пулнӑ. Службӑна Ленинград облаҫӗнчи пограничниксен Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ округӗнчи хурал карапӗсен дивизионӗнче ирттернӗ. Кунта вӑл хӑйне ҫар ӗҫне лайӑх пӗлекен специалист пулнине ҫирӗплетсе панӑ, чылай наградӑна тивӗҫнӗ.
1967 ҫулта ҫар службине вӗҫлесе тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Районти халӑх судӗнче икӗ ҫул ытла суд исполнителӗ пулса ӗҫленӗ. Кунта хӑйне пур енӗпе те лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. 1969 ҫулта пултаруллӑ ҫамрӑка КПСС райкомӗн организациллӗ пай инструкторӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Мускавра Партин аслӑ шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна пай заведующийӗ пулма шаннӑ. Ку ӗҫре вӑл 1991 ҫулччен ӗҫленӗ. Ӑна район Совечӗн депутатне темиҫе хутчен суйланӑ, парти райкомӗн членӗ те пулнӑ. Вӑл ҫулсенче Василий Васильевич ҫитмен ял, производство объекчӗ юлман пулӗ. Ҫулсем япӑх вӑхӑтра ҫуран та утнӑ.
Ун хыҫҫӑн В.Гаврилов «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн обществӑлла пурнӑҫ пайӗн заведующийӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Кунта 16 ҫул тӑрӑшса ӑста журналист пулнине кӑтартса панӑ. Хӑйӗн статйисенче вӑл ытларах районти организацисемпе учрежденисен ӗҫ-хӗлне, ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне ҫутатма тӑрӑшнӑ. Унӑн тишкерӳллӗ хайлавӗсене район ҫыннисем хапӑлласа вуланӑ.
Кирек ӑҫта ӗҫлесен те районӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнма тӑрӑшнӑ. Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрне ҫӳренӗ. Спектакльсене хутшӑнса тӗрлӗ рольсене калӑпланӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан «Каҫал» фольклор ансамблӗн йышӗнче сцена ҫине тухнӑ. Ку коллективпа чылай ҫӗре ҫитсе халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Мӑшӑрӗпе, Зоя Моисеевнӑпа вӗсем ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ, ачисене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Вӗсене халӗ 3 мӑнукӗпе вӗсен 4 ачи савӑнтараҫҫӗ.
Паянхи кун та ахаль лармасть Василий Васильевич. Ҫу кунӗсенче ирех тӑрса кунӗпе ура ҫинче вӑл. Пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ Гавриловсем. «Асатте-кукаҫи пахчаран та кӗме пӗлмест. Ҫамрӑк чухне вӑрмана ҫӳренӗ, кӑмпа-ҫырла пуҫтарнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх те сахал мар пулнӑ, кайӑк-кӗшӗк тытатпӑр. Пӗр-пӗрне пулӑшса, калаҫса кун кунлатпӑр, вӑл — ман тӗрек», — тет мӑшӑрӗ Зоя Моисеевна. Гавриловсем 57 ҫул пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ.
В.Гаврилов% «Тинӗс тата юханшыв енӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗршыври виҫӗ уяв маншӑн пӗлтерӗшлӗ. Тинӗс-Ҫар флочӗн, Пограничниксен тата юханшыв транспорчӗн кунӗсене уявлатӑп», — тени манӑн асӑмра. Халӗ те ҫав уявсем ячӗпе йӗркеленӗ округри мероприятисенче Василий Васильевича яланах моряк тумӗпе курма пулать. «Пограничниксен тӑванлӑхӗ» организацин членӗ пулнӑ май ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫе те хастар хутшӑнать. Ҫулӗсем чылай пулин те округӑн обществӑлла пурнӑҫӗпе интересленсех тӑрать. Мӗн тӑвӑн, унӑн ӗҫӗ, пурнӑҫ йӗрки йӑлтах халӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑ та, халӗ те вӑл ҫынсем хушшинче пулма тӑрӑшать. Тинӗсри моряк пек ӗмӗр тӑршшӗпех «ишевре».
Василий Васильевича сумлӑ юбилейпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, ӑнӑҫу сунатпӑр. Санӑн пурнӑҫри ишевӳ татах та нумай ҫула тӑсӑлтӑр, кашни кун савӑнӑҫ ҫеҫ парнелетӗр.
Юрий ГАВРИЛОВ.

