Аграрисем хирти ӗҫсене вӗҫлесен округра ҫулсерен Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Хальхинче уява Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи кӑҫал ҫеҫ тӗпрен юсаса хута янӑ культура ҫуртӗнче ирттерчӗҫ. Унта аграри отраслӗнче вӑй хуракансем, ҫак сферӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем, чӗннӗ хӑнасем тата ыттисем те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Уява муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Краснов, Юрий Попов тата Валерий Антонов та хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах депутатсем обществӑлла ӗҫре хастар пулнӑшӑн округ пуҫлӑхне Н.Раськина, «Урожай» колхоз председательне Ю.Егорова Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине пачӗҫ. Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗнчи чи тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ ӗҫченсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ. «Комсомольские овощи» агрофирмӑн тракторист-машинисчӗ Герман Фадеев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хутне, «Сюрбеево» ООО водителӗ Айрат Ганеев, «Рассвет» ЯХПК пӑру пӑхаканӗ Татьяна Иванова, «Дружба» ЯХПК тракторист-механизаторӗ Александр Константинов, «Урожай» колхоз доярки Валентина Кондратьева, «Рассвет» ЯХПК доярки Вера Курицына, «Урожай» колхозӑн юсав мастерскойӗн заведующийӗ Алексей Мунтайкин, «Дружба» ЯХПК тӗп бухгалтерӗ Ираида Рубцова Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине тивӗҫрӗҫ.
Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Урожай» колхозӑн ӗҫченӗсене Зельфире Ахметовӑна, Вера Мышкинана тата Маргарита Филипповӑна Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Тав хучӗпе наградӑларӗҫ.
Паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем ҫинчен те манма юрамасть. Ҫавӑнпа та вӗсене куллен пысӑк пулӑшу кӳрекенсене те Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Тав хучӗпе чысларӗҫ, ҫав шутра наградӑна уйрӑм предприниматель Азат Зарипов, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Рамис Хайртдинов, «Кызыл сабанча» ООО ертӳҫи Ранил Шарафутдинов тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Ҫавӑн пекех маттур ӗҫченсене% «Комбинат питания» ООО директорне Марийта Федотовӑна, «Восток» ЯХПК председательне Валерий Михеева, «Дружба» ЯХПК механизаторне Павел Долгова, «Родина» ХФХ бухгалтерне Ольга Челаковӑна «Единая Россия» партин Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Комсомольски округ администрацийӗн Хисеп грамотисемпе Владимир Герасимова, Анатолий Егорова, Валерий Краснова («Луч» ЯХПК), Алина Зайцевӑна («Искра» колхоз»), Альбина Красновӑна, Валерий Ильина («Кооператор» ООО), Александр Кутузова, Зуфар Тимаева («Слава картофелю» агрофирма), Наиле Салеевӑна («Хлебозавод» ООО), Любовь Ятмановӑна («Комбинат питания» ООО) саламларӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе Виталий Шорникова, Сергей Кадыкова, Сергей Андреева («Луч» ЯХПК), Ольга Гладковӑна, Мария Красильниковӑна, Сеетгерей Галиуллова («Урожай» колхоз), Наиля Зейнатуллинӑна, Дамир Феткуллина («Дружба» ЯХПК), Елена Макаровӑна («Искра» колхоз) наградӑларӗҫ.
Кашни ҫулах ӗҫсем вӗҫленсен чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ хуҫалӑхсене чысласси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ял хуҫалӑх ӗҫне тухӑҫлӑн йӗркелесе пынӑшӑн «Слава картофелю» агрофирма — 1-мӗш, «Рассвет» ЯХПК — 2-мӗш, «Асаново» ЯХПК 3-мӗш вырӑнсене тухнӑ. Ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес ӗҫре те ҫак хуҫалӑхсем чи пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх производствинче «Рассвет» ЯХПК мала тухнӑ, 2-мӗш вырӑнта — «Слава» ЯХПК, 3-мӗш вырӑнта — «Искра» колхоз. Хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хушшинче ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес енӗпе «Родина» ООО, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинче Атласкинӑн фермер хуҫалӑхӗ чи лайӑх кӑтартусем тунӑ. Ял хуҫалӑх техникине чи лайӑх упранӑшӑн «Слава картофелю» агрофирма тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Григорий Атласкин Диплома тивӗҫрӗҫ.
Уявра ҫавӑн пекех чи пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ комбайнерсене, механизаторсене, водительсене, дояркӑсене, пӑру пӑхакансене те чысларӗҫ.
Округри комбайнерсем хушшинче Лев Пудовкин («Слава картофелю» агрофирма) чи маттурри, вӑл кӑҫалхи вырмара 2850 тонна тырӑ ҫапса тӗшӗленӗ.
«Урожай» колхоз комбайнерӗ Геннадий Шакмаков 2215 тонна тӗшӗленӗ, Руслан Михеев («Восток» ЯХПК) 2104 тонна пуҫтарма пултарнӑ.
Ҫӗрулми комбайнпа пуҫтарса кӗртес енӗпе «Слава картофелю» агрофирмӑра тӑрӑшакан Дмитрий Галзанов чи ӗҫченни пулнӑ, унӑн кӑтартӑвӗ — 6250 тонна. «Комсомольские овощи» агрофирмӑра ӗҫлекен Владимир Владимиров 3 пин ытла тонна пуҫтарнӑ.
Механизаторсенчен Сергей Пыркин («Рассвет» ЯХПК), Альберт Языков («Асаново» ЯХПК), Сергей Смирнов («Урожай» колхоз) — чи пултаруллисем. Владимир Моторин («Рассвет» ЯХПК), Андрей Таркин («Асаново» ЯХПК) водительсем те ӗҫри тӑрӑшулӑхшӑн Дипломсене тивӗҫрӗҫ.
«Чи лайӑх выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан» ята «Рассвет» тата «Асаново» ЯХПК-сенче ӗҫлекенсем ҫӗнсе илчӗҫ. Ирина Краснова, Татьяна Прокопьева, Вера Яковлева, Юлия Корнилова дояркӑсем ӗҫре чӑннипех те тӑрӑшуллӑ. Выльӑх-чӗрлӗх самӑртакансенчен Владимир Паширов («Восток» ЯХПК), Марина Трескина («Урожай» колхоз), Виктор Иванов («Рассвет» ЯХПК) маттур. Вӗсене Дипломпа тата сертификатпа чысларӗҫ. Хурт-хӑмӑрҫӑсенчен «Асаново» ЯХПК-ра тӑрӑшакан Римма Яковлева — чи хастарри.
Округри культура ӗҫченӗсем уява пуҫтарӑннисене юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ. «Кубняночка», «Мишар» халӑх ансамблӗсен, «Островок» ташӑ ушкӑнӗн, «Илем» вокал ансамблӗн, «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн тата ытти артистсен пултарулӑхне куракансем хапӑлласах йышӑнчӗҫ.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

