Турӑ пӳрни е ҫырни, теҫҫӗ халӑхра. Вӑл пурах пулӗ. Пурнан пурнӑҫра ӗмӗрӗпех ялти йывӑр ӗҫре хуҫӑлсан та, хур-шурне нумай курсан та Хирти ,нел ялӗнче пурӑнакан Мария Степановна Кольцовӑна Турӑ 100 ҫула ҫитме вӑй-хӑват панӑ. Ҫак кунсенче ӑна ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнӗ ятпа, сумлӑ та пысӑк юбилейпе округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина, тӑванӗсем, ял ҫыннисем саламланӑ. РФ Президенчӗн В.Путинӑн саламлӑ открыткине, парнесем панӑ май малалла та сывлӑхпа пурӑнма ырӑ суннӑ. Вӗсем пӗтӗм йывӑрлӑха парӑнтарса ҫак ҫула ҫитме пултарнӑшӑн Мария Степановнӑпа хӑпартланнине палӑртнӑ.
Ҫӗршывра колхозсемпе ял хуҫалӑх артелӗсем йӗркеленӗ вӑхӑтра кун ҫутине килнӗскерӗн вӑрҫӑ умӗнхи кӑткӑс тапхӑра та, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене те, ун хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑра та хӑйӗн куҫӗ умӗнче курма, хӑй ҫинче чӑтса ирттерме тивнӗ. 100 ҫул. Калама кӑна ансат. ,мӗрӗнче унӑн темӗн те курма тивнӗ ӗнтӗ. Йывӑҫ-курӑкран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе пурӑнма та, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр Ҫӗнтерӳшӗн ӗҫлеме те… Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫулсенче вӑл хӗр шутне ҫеҫ кӗрсе пынӑ-ха. Вӑйӑсенче, улахсенче, уявсенче савӑнас, вӑхӑта хаваслӑ ирттерес вырӑнне вӑл ӳсӗмрисем ҫине тарлӑ ӗҫ тиеннӗ. Фронта кайнӑ арҫынсем вырӑнне шӑпах салтак арӑмӗсемпе халь-халь хӗр ҫулне ҫитсе пыракансем тӑнӑ. Вӗсемех ҫуркунне колхоз хирӗсене сухаланӑ, сӳреленӗ, акнӑ. Сухапуҫӗн аври хӗрсен аллинчен кайман. Тырпул уйӗсене ҫумкурӑкран тасатнӑ. Тырӑ пулса ҫитсен алла ҫурла тытса вырмана тухнӑ. Кӗлте ҫыхнӑ, авӑн ҫапнӑ… Пӗр сӑмахпа каласан арҫынсем тӑвакан пур ӗҫе те тенӗ пек тума тивнӗ. Вӑл вӑхӑтра ҫынсем «пурне те ҫӗнтерӳ валли» текен хавхаланупа пурӑннӑ та, кун каҫа ҫеҫ мар, ҫӗрлене юлса та канӑҫа пӗлмесӗр ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те пӗрре те ҫӑмӑл пулман. Юхӑннӑ колхозсене ура ҫине тӑратмалла пулнӑ. Кунта та хӗрсен аллисӗр пӗр ӗҫ те пурнӑҫланман. Вӑл вӑхӑтри йывӑр ӗҫсене пурне те асӑнса та, ҫырса та пӗтереймӗн. Уй-хирте те, фермӑсенче те паянхи пек механизаци пулман. Алӑран вӗсен кӗреҫе, сенӗк, кӗрепле кайман. Ҫавасемпе утӑ ҫулнӑ, кӗреплесемпе пуҫтарнӑ, сенӗкпе тиенӗ. Колхозра бригадӑри ӗҫчен валли кашни кунах ӗҫ пулнӑ.
Мария фронтран аманса таврӑннӑ Павел Кольцовпа мӑшӑрланнӑ. Сӑмах май каласан, П.Н.Кольцов вӑрҫӑри паттӑрлӑхшӑн Богдан Хмельницкин III степеньлӗ орденне илме тивӗҫнӗ пирӗн районти тӑватӑ ҫынран пӗри пулнӑ. Ҫамрӑксем малашлӑха ӗненсе, шанса пурӑннӑ. Иккӗшӗ те колхоз производствинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ҫӗкленӗ. Вӗсене 3 ывӑлӗпе 3 хӗрӗ савӑнтарса, вӑй парса пынӑ. Анчах та мӑшӑрне фронтри сурансем канӑҫ паман. Унӑн чӗри 1968 ҫулта ӗмӗрлӗхех тапма чарӑннӑ. Мария Степановна пӗччен 6 ачапа тӑрса юлнӑ. Тӗпренчӗкӗсем пӗринчен-пӗри пӗчӗк. Йывӑр хурлӑх килсе ҫапнӑ пулсан та хӗрарӑм пуҫ усман. Хуйха ҫынсемпе пӗрле ӗҫре пусарма тӑрӑшнӑ. Ҫӑмӑл пулмасан та ачисене ура ҫине тӑратассишӗн нумай вӑй хунӑ. Чӗптӗм куҫ хупман каҫсем те сахал мар пулнӑ. Каҫсерен вӗсен тум-тирне юсанӑ, ирпе колхоз ӗҫне васканӑ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ кунӗ ытларах тумалла пулнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх усрама та апат кирлӗ. Ачисем куҫ умӗнчех ӳссе ҫитӗннине, хӑйне пулӑшма тытӑннине туйсан амӑшӗн чӗри савнӑҫпа тулнӑ. Ачисем тӗрӗс-тӗкел ҫитӗннӗ, хӑйсене килӗшекен ӗҫ суйласа илнӗ.
Вӑхӑт иртнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та Мария Степановна колхоз ӗҫне хутшӑнма пӑрахман. Ачисене пӑртак та пулсан пулӑшу пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Халӗ унӑн 11 мӑнук, 3 мӑнмӑнмӑнукӗ тата вӗсен 2 ачи. Вӗсем асламӑш-кукамӑшне манса каймаҫҫӗ. Вӑл вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулнӑшӑн савӑнаҫҫӗ.
Мария Степановнӑн Турӑ панӑ ҫулччен сывлӑхпа пурӑнмалла пултӑр.
Юрий МИХАЙЛОВ.

