Ноябрь уйӑхӗн 2-мӗшӗ Йӑлмахвасемшӗн ял историне кӗрсе юлакан самант пулчӗ. Ҫак кун ялти культура ҫурчӗ умне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ асӑну палӑкне уҫрӗҫ.
1951 ҫулта ялта Луцки салинчен пура илсе килсе ҫӗнӗ ҫурт туса хунӑ. Унта клуб, вулавӑш, фельдшер пункчӗ тата колхоз правленийӗ вырнаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ялти Берия ячӗллӗ колхоза Алексей Иванович Волков ертсе пынӑ. Фельдшер пунктӗнче Сиккасси хӗрӗ, медицина лейтенанчӗ Татьяна Анисимовна Емендюкова ӗҫленӗ. Вӑл 25 ҫул хушши ҫак ялта фельдшер пулса вӑй хунӑ, халӑха сипленӗ, пӗчӗк пепкесене ҫут тӗнчене килме пулӑшнӑ. Ялти культура вучахне тата вулавӑша Иван Дмитриевич Дмитриев ертсе пынӑ. Вӑл Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма та тивӗҫ пулнӑ. Ҫак хисеплӗ ҫынсене асӑнса Йӑлмахва ялӗн хастарӗсем асӑну палӑкӗ хатӗрленӗ. Ку ӗҫе пуҫарса йӗркелесе пыракансем: Николай Смирнов, Павел Зайцев, Алексей тата Анатолий Дмитриевсем, Герман Смирнов.
Митинга Николай Смирнов уҫрӗ, вӑл ҫак ҫуртра чи малтан ӗҫленӗ ҫынсем ҫинчен тӗплӗнрех каласа пачӗ. Ял ҫыннисем вӗсем ҫинчен ырӑ сӑмахсем чылай каларӗҫ. Малалла Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи Павел Зайцев сӑмах илчӗ. Вӑл ялти истори пӗлтерӗшӗллӗ вырӑнсене сыхласа хӑварасси ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫитес ҫул та ку енӗпе чылай ӗҫ тума палӑртни ҫинчен каларӗ. Ҫак палӑк ҫине кӗртнӗ хисеплӗ ҫынсен тӑванӗсем те мероприятие килсе ҫитнӗ. Дмитриевсен, Волковсен ҫывӑх ҫыннисем, Канаш округӗнчи Сиккассинчен килнӗ хӑнасем ялта яваплӑ вырӑнсенче ӗҫленӗ, ял аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ тӑванӗсене халӑх асра тытнишӗн питӗ савӑннине палӑртрӗҫ. Ялти культура ҫурчӗн ертӳҫи Руфина Смирнова хӑйӗн сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсемпе уява пуҫтарӑннӑ ҫынсене савӑк кӑмӑл парнелерӗ. Чӑвашсен авалтан пыракан йӑлипе хӑнасене сӗтел хушшине лартса чейпе те хӑналарӗҫ.
Ял ҫыннисем ҫак асӑну палӑкне лартнӑ куна кашни ҫулах пӗрле пуҫтарӑнса уявлама калаҫса татӑлчӗҫ, ырми-канми ӗҫӗпе палӑрса хисепе тивӗҫнӗ ҫынсене асӑнса палӑк патне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
Наталья Калашникова.

