Вторник, 13 октября

Инкек ан пултӑр

Инкек ан пултӑр

Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑрта шывсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑри юханшывсемпе пӗвесенче 29 инкек пулнӑ, вӗсенче 26 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫанталӑк сивӗтнӗҫемӗн пулакан инкексен тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри — пулӑ тытма ҫӳхе пӑр ҫине кӗни. Ҫавӑнпа та ку енӗпе халӑхпа профилактика ӗҫӗ ирттерессине вӑйлатма хушнӑ. Ҫавӑн пекех вӗрентӳ учрежденийӗсенче те калаҫусем ирттермеллине палӑртнӑ. Ҫанталӑк малашне сивӗтсех пырать. Юханшывсене пӑр ҫирӗпленмесӗр кӗме ан васкӑр.  Тимсӗрлӗх пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ку темӑпа шкулсенче те ӑнлантару ӗҫӗсем тумалла.

Ремис Шарафутдинов,

округ администрацийӗн

 ятарлӑ программӑсен пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *