Вторник, 13 октября

Руль умӗнче – 44 ҫул, кунсерен ҫул ҫинче

Руль умӗнче – 44 ҫул, кунсерен ҫул ҫинче

Майӗпен каятӑн, инҫете ҫитетӗн текен каларӑш пур. Ку вӑл автомашинӑпа тимӗр шапа хӑвӑртлӑхӗпе пымаллине пӗлтермест, паллах.  Ҫул ҫинче правилӑсене пӑхӑнса, ҫуран ҫӳрекенсене те, ытти водительсене те хисеплесе транспорт хатӗрне йӗркеллӗ тытса пымаллине пӗлтерет. Руль умне ларсан ҫак чӑнлӑха яланах тӗпе хурать  ЧР сывлӑх сыхлав министерствин «Фармация» патшалӑх  унитарлӑ предприятин «Комсомольскинчи 41-мӗш аптека» филиалӗнче водительте тӑрӑшакан Владимир Иванович Антонов.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ӳссе ҫитӗннӗ нумай яш пекех Владимир хӑйӗн пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарма шутланӑ. Салтак тумӗ тӑхӑниччен  ДОСААФӑн Канашри автошкулӗнчен водителе вӗренсе тухнӑскер Чита облаҫӗнче службӑра пулнӑ вӑхӑтра та автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ. Ку тӑрӑхри йывӑр ҫулсемпе ҫӳресе шофер ӑсталӑхне лайӑх хӑнӑхса ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан малтан ултӑ  уйӑх Комсомольскинчи «Сельхозтехника» пӗрлешӳре тӑрӑшнӑ. 1981 ҫулта район центрӗнчи аптекӑна водителе вырнаҫнӑ. Унтанпа 44 ҫул вӑл пӗр улшӑнмасӑр ҫак системӑра тӑрӑшать.

«Эпӗ ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра аптека кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑччӗ. Мана  груз турттармалли «ГАЗ-52» автомашина шанса пачӗҫ. Автомашина ҫӗмрӗлсен ӑна хамӑнах юсамаллаччӗ. Ҫӑмӑл марччӗ», — аса илет малтанхи вӑхӑтсене Владимир Иванович. 1984 ҫулта аптека ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ. Водителе те фургонлӑ автомашина  уйӑрса панӑ. Юсав ӗҫӗсене хӑйӗнех тума тивнӗ пулин те хӑйне шанса панӑ ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Эмелсем тата ытти медикаментсем илме тӑтӑшах Шупашкара ҫӳреме тивнӗ. Аптека ӗҫӗ ҫын сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Тепӗр чухне больницӑра операци ирттерме пӗр-пӗр медикамент  е чирлӗ ҫын валли пӗр тӑхтаса тӑмасӑр эмел кирлӗ пулсан васкаса хулана тухса каймалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та автомашинӑна Владимир Иванович яланах юсавлӑ, хатӗр тытнӑ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, ҫӗршыв рынок экономики ҫине куҫса пынӑ тапхӑрта, нумай предприяти-организаци пекех аптека  системи умне те йывӑрлӑхсем тухса тӑнӑ. Эмелсем тата ытти медикаментсем туянма вӗсене туса кӑларакансем патне те кайма тивнӗ. Мускава, Пензӑна, Саранска, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене час-часах ҫула тухмалла пулнӑ.  Инҫе ҫулта темӗнле лару-тӑрӑва лекнӗ тӗслӗхсем те пулнӑ. Автомашина ҫинче те ҫӗр каҫнӑ, тавар тивӗҫессе сахал мар  кӗтсе ларнӑ…

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. Ялсенче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсем йӗркелеме пуҫланӑ. Вӗсем ҫумӗнче  аптека пункчӗсем уҫнӑ. Владимир Ивановичӑн та ӗҫӗ ҫӑмӑлланнӑ  пек пулнӑ. Халӗ куллен Шупашкара медикаментсем илме ҫула тухмалла  мар.  Вӗсене   Комсомольскине илсе килсех параҫҫӗ. Водителӗн вара ялсенчи аптекӑсене тавар леҫме тивет. Кунсерен округ тӑрӑх ҫула тухать Владимир Иванович. Кун каҫа 8 аптека пунктне ҫитсе  эмелсемпе тивӗҫтерет. Палӑртнӑ ҫӗрте вӑхӑтра пулма тӑрӑшать вӑл. Шанса панӑ автомашинӑна яланах юсавлӑ тытать. Яваплӑха туйса ӗҫлет вӑл. Унчченхипе танлаштарсан ҫулсем ҫинче транспорт  юхӑмӗ пысӑкланнине палӑртать. Хӑш-пӗр водительсем  ҫул-йӗр ҫинчи ансат йӗркесене пӑхӑнманни пӑшӑрхантарать ӑна. Вӗсем хӑйсене ҫеҫ мар, ыттисене те сиен кӳме пултарнине ӑнланманни кӑмӑлсӑрлантарать.  40 ҫул транспортпа ҫӳрекен водитель ҫул тимсӗрлӗхе, йӗркене пӑснине каҫарманнине лайӑх ӑнланать.

Хастар ӗҫшӗн, ҫул-йӗр ҫинче йӗркеллӗ пулнӑшӑн, хушнине вӑхӑтра пурнӑҫланӑшӑн  Владимир Иванович «Фармация»  патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн Тав хучӗсене, Хисеп грамотисене пӗрре мар тивӗҫнӗ.

Малашне те ҫулу такӑр пултӑр, водитель. Округри автотранспорт ӗҫченӗсемпе пӗрлех В.Антонова та уяв ячӗпе саламлатпӑр. Малашне те юратнӑ ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *