Вторник, 13 октября

Тӳрӗ линире ыйтусем ҫине хуравланӑ

Тӳрӗ линире ыйтусем ҫине хуравланӑ

Калаҫу регионта ӗҫе кӗртме палӑртнӑ пӗлтерӗшлӗ  проектсенчен пуҫланчӗ. Вӗсене Чӑваш  Ен  аталанӑвӗн комплекслӑ программинче палӑртса хӑварнӑ. Хӑш-пӗр проектсене ӗҫе кӗртнӗ, ку енӗпе  малалла тӑрӑшаҫҫӗ.

Социаллӑ ыйтусене илсен, Олег Алексеевич  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса аманнӑ ҫынсене  регионта пӗр хут пулӑшу парасси пирки Хушу кӑларни, ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ноябрь уйӑхӗнчен  ку тӗлӗшпе документсем йышӑнма пуҫласси пирки пӗлтерчӗ. Маларах  ун пек ҫар ҫыннисем реабилитаци мерисемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене  вутӑпа тивӗҫтерес ыйту ҫине те хуравларӗ.

Нумай ачаллӑ ҫемьесем  ҫӗр лаптӑкӗ илес мар тесессӗн   ун вырӑнне икӗ ҫул каяллах 250 пин тенкӗ укҫа парса саплаштарма йышӑннӑ. Ку тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пулса пымалла. Чи малтанах пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӗлӗшпе йывӑр ҫемьесем пулӑшу илӗҫ.

«Ял ипотеки» проект Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ урлӑ малалла ӗҫлӗ. Ӑна ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем, яллӑ вырӑнта социаллӑ сферӑра, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем илӗҫ.

Ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйту ҫине хуравласа республика Пуҫлӑхӗ малашне ҫулсем ҫинчи пысӑк тиевлӗ автомашинӑсене ҫӳретес енӗпе тӗрӗслеве вӑйлатассине, виҫев пункчӗсем тӑвассине палӑртрӗ.

Республикӑра кӑткӑс лару-тӑру сиксе тухсан  хӳтӗленмелли вырӑнсем ӑҫта пулнипе интересленекенсем те пулчӗҫ. О.Николаев  уйрӑм сӑлтавсене пула ку информацие хальлӗхе уҫӑмлатманнине, ку тӗлӗшпе халӑхпа эвакуаци вӗренӗвӗсем  ирттернине пӗлтерчӗ.

Авариллӗ ҫуртсем пирки сӑмах пулнӑ май ҫитес ҫултан 2021 ҫулччен ҫак шута кӗртнӗ объектсенче ӗҫсем пуҫланасси, маларах тепӗр хут тишкерсе тухасси пирки каларӗ.

Ыйтусене хуравланӑ май Олег Алексеевич республикӑра ҫӗнӗ  шкулсем тӑвасси малалла пынине, вӑл шутра Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ те пулнине асӑнчӗ.

Республика Пуҫлӑхне панӑ ыйтусем хушшинче Комсомольскинче тасатмалли сооруженисем  хӑҫан тума пуҫласси те пулчӗ. Ку объекта 2027—2028 ҫулсенчи республикӑри адреслӑ инвестици проектне кӗртнӗ.

Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата ытти хуласенчен ыйтусем нумай килнӗ. Унта пурӑнакансене уйрӑмах транспорт, ҫул-йӗр, ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсем хумхантарнӑ. Ялсенче пурӑнакансене ҫав  ыйтусемпе пӗрлех ҫутӑ парасси, инфраструктурӑна аталантарасси, тирпей-илем кӗртесси пӑшӑрхантарнӑ.

Влаҫ органӗн порталне, интернет-ресурссене, колл-центрсене, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн телеграм-каналне пурӗ 800 ытла ыйту килнӗ. Вӗсене пурне те тишкересси, пӑхса тухса кирлӗ мерӑсем йышӑнасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *