Вторник, 13 октября

Призывниксемпе тӗл пулнӑ

Призывниксемпе тӗл пулнӑ

Октябрь уйӑхӗнче ҫулсерен ялсенче салтак юрри илтӗнме тытӑнать, 18 ҫул тултарнӑ яшсем ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫлама салтак атти тӑхӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче округри ҫар ӗҫ комиссариатӗнче ҫара кайма хатӗрленекенсене пуҫтарнӑ.

Призыв комиссийӗн ӗҫне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Комсомольски тата Елчӗк районӗсемпе ӗҫлекен ҫар комиссариачӗн представителӗ А.Ф.Афанасьев майор тата комисси членӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем 18 пулас салтакпа калаҫса ҫар службипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ, яшсене пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ тапхӑра кирлӗ пек хатӗрленме пулӑшнӑ.

Наталья КАЛАШНИКОВА хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *