Октябрӗн 15-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта паянхи кун пӗлтерӗшлӗ чылай ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ, кирлӗ пӗтӗмлетӳсем турӗҫ.
Уй-хир культурисене пуҫтарса кӗртес ӗҫсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пынипе округӑн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн ял хуҫалӑх тата экологи уйрӑмӗн начальникӗ М.М.Зайнуллин паллаштарчӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӗпрен илсен ҫу каҫа мӗн ҫитӗнтернине пуҫтарса кӗртнӗпе пӗрех. Нумаях мар лаптӑк ҫинче куккурус юлнӑ, ҫу тума каякан техникӑлла культурӑсем пуҫтарса кӗртмелли пур. 4 гектар ҫинчи купӑстана касса кӗртмелле. 1798 гектар кӗр тыррисем акса хӑварнӑ. Хуҫалӑхсенче ҫӗртме тӑвас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Пӗлтӗрхинчен чылай ытларах (кашни условнӑй выльӑх пуҫне 39,5 центнер апат единици чухлӗ) выльӑх апачӗ хатӗрленӗ. Уй-хир культурисен тухӑҫӗ те иртнӗ ҫулхинчен пысӑкрах пулнине палӑртрӗ докладчик. Кашни гектар пуҫне 36,5 центнер (иртнӗ ҫул 27,7 центнер) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илнӗ. «Слава картофелю» агрофирмӑра ку кӑтарту 63,2 центнерпа танлашать. Ҫӗрулми кашни гектар пуҫне 338 центнер (пӗлтӗр 295,7 центнер) тухнӑ. Республикӑра «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» вӑтам тухӑҫӗ 286,2 центнер.).
Октябрь уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче иртнӗ наци мӑшӑр кӗрешӗвӗн Пӗтӗм тӗнчери 2-мӗш вӑййисен пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов каласа пачӗ, чӑваш спортсменӗсем унта лайӑх кӑтартусем тунине палӑртрӗ.
Электронлӑ техника хатӗрӗсемпе усӑ курса ултавлӑ майпа ҫынсенчен укҫа вӑрлас текенсем ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ меслетсем шутласа тупаҫҫӗ. Мошенниксем Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ та ултав мелӗсемпе нумай усӑ кураҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра тупса палӑртнӑ преступленисем пирки тата ытти тӗслӗхсем ҫинчен шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ Игорь Козлов каласа пачӗ. Пурне те телефонпа усӑ курнӑ чухне тимлӗрех пулма ыйтрӗ, ярса панӑ тӗрлӗ ссылкӑсене уҫмалла маррине асӑрхаттарчӗ.
Округӑн капиталлӑ строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ А.В.Краснов округра сентябрӗн 22-мӗшӗнчен хутса ӑшӑтмалли тапхӑр официаллӑ майпа пуҫланнине пӗлтерчӗ. Унччен вара ӑшӑ памалли оборудованисене тӗрӗсленӗ, ирӗк паракан документаци хатӗрлесе ҫитернӗ. Халӗ округри пур предприятипе организацие, учреждение те ӑшӑ ҫитнӗ.
Пирӗн республикӑра пурӗ 2356 юханшыв, 754 кӳлӗ. Чи пысӑк юханшывсем — Атӑл тата Сӑр. Вӗсен тасалӑхӗшӗн кашнинех яваплӑха туймалла. Юлашки 5 ҫулта республикӑра «Экологи» наци проекчӗпе тасатмалли 5 сооружени тунӑ. Ку енӗпе республикӑра лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Чылай ҫӗрте вӗсем кивелсе ҫитнӗ. Пирӗн округра та ҫавӑн пек ӳкерчӗк. Халӗ ӗҫлекен тасатмалли 3 сооруженине те 1974—1978 ҫулсенче тунӑ. Вӗсем пӗтӗм хӑвачӗпе ӗҫлеймеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки хӑйӗн сӑмахӗнче М.М.Зайнуллин чарӑнса тӑчӗ.
Округӑн культура секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Д.А.Лазарева «Культурная среда» проектпа пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ҫак проекта пирӗн республикӑра 2024 ҫулхи октябрӗн 2-мӗшӗнче хута янӑ. Унӑн тӗллевӗ — ҫамрӑксене хуласенчи коллективсен спектаклӗсемпе концерчӗсене курма ансатрах майсем тӑвасси, библиотекӑсемпе галерейӑсене ҫитме ҫул уҫса парасси. Ҫак проектпа округра кӑҫал ҫеҫ 14 мероприяти йӗркеленӗ. Унта 1943 ҫын ҫитсе курнӑ. Куракансен 90 проценчӗ «Пушкин карттипе» усӑ курнӑ. Ку проекта театрсем ҫеҫ мар, библиотекӑсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тӗп библиотекӑра тата ача-пӑча библиотекинче мероприятисем нумай иртнӗ.
Пӗрлехи информаци кунне округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан А.Г.Кузьмин ертсе пычӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округ депутачӗсем, вӗрентӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем, администрацин пайӗсен, территори уйрӑмӗсен начальникӗсемпе специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ, ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Алевтина Ефремова.

