Вторник, 13 октября

Тӑрӑшуллӑ шур халатлӑ ӗҫчен

Тӑрӑшуллӑ шур халатлӑ ӗҫчен

Мӗн те пулин ыратсан, сывлӑх енчен пӑшӑрхантаракан самантсем пулсан эпир тӳрех врач-терапевт патне васкатпӑр. Шӑпах вӑл пациента тимлӗн итлесе унӑн сывлӑхне тӗрӗслет, анализсем пама  тата тӗрлӗ тӗпчевсем тума ярать, унтан вара вӑл е ку специалистпа канашлама сӗнет. Районти тӗп больницӑра нумай ҫул ӗҫлекен Лариса Галкинана округра пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Вӑл — пуян опытлӑ врач-терапевт, кардиолог.

Лариса Васильевна медицинӑри ӗҫ-хӗлӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсене, кӑткӑслӑхӗсене лайӑх пӗлет. Вӑл санитаркӑран пуҫласа тухтӑра ҫитнӗ. 1997 ҫулта фельдшер дипломне алла илсен васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтрах Комсомольскинчи тӗп больницӑра реанимаци уйрӑмӗн медсестринче те тӑрӑшнӑ. Тепӗр ҫултан пӗлӗвне малалла тарӑнлатас тӗллевпе И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Ӳркенсе ларманскер, пӗлӳ илнӗ вӑхӑтрах университетӑн сывлӑх сыхлавӗн пунктӗнче медсестрара тата Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче тухса ҫӳрекен фельдшерта вӑй хунӑ. Дипломлӑ специалист пулса тӑрсан пӗр хушӑ тӗп хуламӑрта ҫынсене сипленӗ, унтан 2009 ҫулта тӑван района куҫса килсе Комсомольскинчи тӗп больницӑна участок терапевтне вырнаҫнӑ. Врач-терапевт ӗҫӗ пӗрре те ҫӑмӑл мар пулин те Лариса Васильевна тата кардиолог тивӗҫӗсене пурнӑҫлама та ӗлкӗрет, 2012 ҫултанпа вара тӗп врачӑн заместителӗ пулса та тӑрӑшать. 

«Тӑруках чирлесе ӳксен, мӗн те пулин ыратсан ҫынсем пирӗн пата  васкаҫҫӗ. Пирӗн вара ҫынна мӗн пӑшӑрхантарнине тимлӗн итлеме, чирӗн сӑлтавне уҫса пама, тӗрӗс диагноз лартса сиплеме пӗлмелле. Ҫавӑн пекех вӑраха кайнӑ чирсенчен аптӑракансене те сӑнасах тӑмалла. Сӑмахран, юн пусӑмӗ пысӑккипе, чӗре чирӗсемпе, сахӑр диабечӗпе нушаланакансем нумайӑн. Вӗсене эпир куллен ӗҫсе тӑма эмелсем ҫырса паратпӑр, кирлӗ пулсан сиплеве вӑхӑтра улшӑнусем те кӗртмелле», — каласа парать ӗҫӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсем ҫинчен Л.Галкина.

Участок терапевчӗн профилактика ӗҫӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрма тивет. Лариса Васильевна шанса панӑ ялсенчи кашни ҫыннах медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларма, диспансеризаци тутарма тӑрӑшать. Ҫак ӗҫсем чирсене шала кайиччен тупса палӑртма, вӑхӑтра сиплев пуҫлама май параҫҫӗ. Хӑйӗн тивӗҫӗсене туллин пурнӑҫлакан специалист 2010 ҫулта «Комсомольскинчи тӗп район больницин чи лайӑх участок врач-терапевчӗ» ята та тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ун ӗҫне район администрацийӗн Хисеп грамотине, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Тав хутне парса палӑртнӑ.

«Врач ӗҫӗнчи чи савӑнтаракан самант — ҫын эпир палӑртнӑ сиплев хыҫҫӑн чире ҫӗнтерсе, сывалса тухни. Вӑраха ямасӑр сиплесен чир шала каймасть. Ҫавӑнпа та диагноза пӗлмесӗр килте сипленсе лармалла мар, тухтӑр патне ҫитсе квалификациллӗ пулӑшу илмелле», — пӗтӗмлетет калаҫӑва шур халатлӑ ӗҫчен.

Наталья Калашникова. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *