Вторник, 13 октября

Тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ

Тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ

Округри ҫӗр ӗҫченӗсем уй-хирте ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ культурӑсене пуҫтарса кӗртсе пӗтернӗпе пӗрех. Халӗ пушаннӑ уйсенче ҫӗртме тӑваҫҫӗ.

Октябрӗн 9-мӗшӗ тӗлне 22 гектар ҫинчен кишӗр кӑларса илнӗ. Ку пахча ҫимӗҫ кашни гектар пуҫне 900 центнер тухӑҫ парать. 23 гектар ҫинчи хӗрлӗ кӑшман уйӗнче ӗҫсем вӗҫленнӗ. Унӑн тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 430 центнерпа танлашнӑ.

205 гектар ҫинчен рапс, 15 гектар ҫинчен сухан пуҫтарса илнӗ. Халӗ хӗвелҫаврӑнӑшӗн уйӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ӑна округӗпе 747 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ. Хальлӗхе 98 гектар пухса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 16 центнер тухать.

Ял хуҫалӑхӗнче  вӑй хуракансем ҫанталӑкпа усӑ курса мӗн   ҫитӗнтернине тӑкаксӑр пуҫтарса илес тесе малалла тӑрӑшаҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *