Нумаях пулмасть Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра журналистика анинче ырми-канми ӗҫленӗ, чӑваш литературинче паллӑ йӗр хӑварнӑ ентеш Геннадий Уткин ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа асӑну каҫӗ ирттернӗ. Унта унӑн мӑшӑрӗ Елена Георгиевна, ывӑлӗ Александр Геннадьевич, йӑмӑкӗ Зинаида Алексеевна, нумай ҫул Геннадий Алексеевичпа пӗрле вӑй хунӑ ӗҫтешӗсем, тус-юлташӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Геннадий Уткин 1945 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче, ҫутҫанталӑк хӑйӗн пуянлӑхӗпе савӑнтарнӑ вӑхӑтра, Тукай ялӗнче колхозниксен йышлӑ ҫемйинче ҫут тӗнчене килнӗ. Ялти пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Мӑрат тата Аслӑ Чурачӑк шкулӗсенче вӗренсе вӑтам пӗлӳ илнӗ. 8-мӗш класра вӗреннӗ чухнех «Октябрь ялавӗ» хаҫатпа туслашнӑ, заметкӑсем ҫырнӑ. Унӑн професси ӗҫӗ-хӗлӗ 1964 ҫулта пуҫланнӑ. Геннадий Алексеевич Патӑрьел районӗнче пуҫламӑш классене пӗлӳ панӑ. 1964—1967 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн Комсомольскинчи район хаҫатӗнче литература сотрудникӗнче ӗҫлеме тытӑнать, ҫур ҫултан ӑна тӗп редактор ҫумне ҫирӗплетеҫҫӗ. ,ҫленӗ вӑхӑтрах вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗрет. 1971 ҫулта Г.Уткина партин аслӑ шкулне вӗренме яраҫҫӗ. 1975 ҫулта вара вӑл тӑван районти «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Ҫак ӗҫре 1988 ҫулчченех ырми-канми тӑрӑшать. Геннадий Алексеевич хӑй талантлӑ журналист тата пултаруллӑ организатор пулнине кӑтартса парать, хаҫатӑн пахалӑхне лайӑхлатас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать, ҫавӑн пекех районӑн обществӑлла ӗҫӗнче те хастарлӑхпа палӑрать.
1989 ҫулхи апрель уйӑхӗнче Геннадий Уткина КПСС Комсомольски райкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйланӑ. Часах ҫӗршывра ахӑр самана пуҫланнӑ. 1992 ҫулта Уткинсем Шупашкара куҫса каяҫҫӗ. Тӗп хуламӑрта вӑл «Хресчен сасси», «Республика» хаҫатсен пай редакторӗнче, «Время» хаҫатӑн тӗп редакторӗнче ӗҫлет.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, Геннадий Уткин литература ӗҫне ҫамрӑклах пикеннӗ. Вӑл район хаҫатӗнче, «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче очерксем, калавсем, юморескӑсем, мемуарсем пичетленӗ. 2000 ҫулта унӑн «Ют пахчара» тата «Пуҫ ҫинчи пуртӑ», 2005—2008 ҫулсенче «Пӑтӑрмах», «Ҫапла вӑл пурнӑҫ», «Пӗр пытармасӑр каласан», «Девушка из Инелей», «Тӗнче тӗрлӗ», «Ултӑ портрет», «Сармантей саманин саламачӗ» тата ытти кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. 2016 ҫулта унӑн «Тукай ылтӑнӗ» кӗнеки кун ҫути курать.
Геннадий Алексеевич СССР журналистсен союзӗн, Раҫҫей писателӗсен, 2004 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ. 2013 ҫултан вара Чӑваш республикин чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн членӗ те. Г.Уткин яланах ӗҫченлӗхӗпе, сӑпайлӑхӗпе, пултарулӑхӗпе палӑрса тӑнӑ.
Мероприятие пуҫтарӑннисем ун ҫинчен аса илсе вӑл ҫемьере, ӗҫре хӑйне мӗнле тытни ҫинчен каласа панӑ, асаилӳ ҫӑмхине сӳтсе ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗксемпе паллашнӑ, паллӑ ентешӗн биографийӗнчи нумай интереслӗ саманта пӗлнӗ. «Октябрь ялавӗ» хаҫатра Геннадий Алексеевичпа пӗрле нумай ҫул ҫума-ҫуммӑн тӑрӑшнӑ ӗҫтешӗсем вӑл питӗ яваплӑ, ӗҫчен, тӗллев патне ӑнтӑлакан, яланах малалла талпӑнакан ҫын пулнине палӑртнӑ. Тӗлпулӑва пуҫтарӑннисем библиотека ӗҫченӗсем хатӗрленӗ кӗнекесен куравӗпе те интересленсех паллашнӑ. Ентеш хӑй хыҫҫӑн чӑннипех те пуян литература еткерӗ хӑварнӑ, унпа пирӗн район мӑнаҫланать. Г.Уткинӑн хайлавӗсем тарӑн шухӑшпа, чӗлхе пуянлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Кашни йӗркерех тӑван халӑха чунтан юратни сисӗнет.
Асӑну каҫӗ ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртнӗ. Тукай территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем куракансене парнеленӗ чӑваш юррисем вара мероприятие тата та илемлетнӗ.

