Вторник, 13 октября

Чи пысӑк тав сӑмахӗ – ачасен юратӑвӗ

Чи пысӑк тав сӑмахӗ – ачасен юратӑвӗ

Кашни ачана ӑшӑлӑх, юрату парнелесе аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма пулӑшакан асамҫӑ вӑл — воспитатель. Тӗрлӗ вӑйӑ-конкурс, юрӑ-ташӑ урлӑ вӑл тавралӑха сӑнама, кулленхи япаласенче ҫӗнӗ енсем асӑрхама вӗрентет, ачасене ырӑпа усала уйӑрма, хӑйсене кирлӗ пек тытма хӑнӑхтарать.

Комсомольскинчи «Рябинушка» ача садӗнче ӗҫлекен Марина Михееван кашни кунӗ хаваслӑ самантсемпе, тӗрлӗрен вӑйӑсемпе, ачасен савӑнӑҫлӑ куллипе пуян. Опытлӑ воспитатель пӗчӗккисемпе мӗнле кӑна мероприяти йӗркелемест, вӑл ертсе пынипе ӑҫта кӑна хутшӑнмаҫҫӗ-ши шӑпӑрлансем, таҫта та ҫитсе, тем те туса ӗлкӗреҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем республикӑра иртнӗ «Хунав», «Янра, чӑваш юрри» фестиваль-конкурссенче мала тухнӑ, тӗрлӗ акцисенче те вӗсем чи хастаррисем.

Марина Леонидовна хӑй те нихӑҫан та пӗр вырӑнта лӑпланса лармасть, тӗрлӗ семинар-канашлусене, фестиваль-конкурссене хутшӑнса професси пӗлӗвне тарӑнлатсах пырать. Тӗслӗхрен, вӑл методика материалӗсен республикӑри конкурсӗнче, «Ача садӗнчи Акатуй» республика фольклориадинче, пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «ФГОС соответствие» олимпиадӑра ҫӗнтерме пултарнӑ, «Ҫулталӑк воспитателӗ» конкурсра та округ шайӗнче палӑрнӑ.

«Профессири ҫитӗнӳсемшӗн тивӗҫнӗ наградӑсем манӑн нумай. Апла пулин те чи пысӑк награда вӑл — ачасем ӑшӑ йӑл куллисемпе кӗтсе илни, пӗчӗк аллисемпе ыталаса ҫупӑрлани. Вӗсенче мӗн чухлӗ юратупа ҫепӗҫлӗх. Ачасене юратнипех ҫак ӗҫе суйланӑ та ӗнтӗ эпӗ», — палӑртать воспитатель.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *