Округра хӗллехи вӑхӑтра ӑшӑ парса тӑракан ҫӑлкуҫсене пӑхса тӗрӗслесе тухнӑ, вӗсем ӗҫлеме хатӗр пулнине палӑртнӑ.
Ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисене сентябрӗн 22-мӗшӗнчен ӑшӑ пама хушу кӑларнӑ. Чи малтанах ку ӗҫе сывлӑх сыхлавӗн, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсемпе шкулсенче пурнӑҫлӗҫ, ун хыҫҫӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗре тата ытти обществӑлла зданисене ӑшӑ ҫитӗ. Пур йышши харпӑрлӑхри предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисен те хутса ӑшӑтмалли система ӑнӑҫлӑ ӗҫленине тӗрӗслесе тӑма талӑкӗпех дежурство йӗркелемелле.

