Вторник, 13 октября

Халӑх Олег Николаева шанать

Халӑх Олег Николаева шанать

Суйлавҫӑсен 67,06 проценчӗ Олег Николаевшӑн сасӑланӑ.

Сентябрӗн 12—14-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ пулчӗ. Суйлав кунӗсенче Общество сӑнавӗн центрӗ ӗҫлерӗ.   Йӗркелӳҫӗсемпе сӑнавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх суйлав йӗркеллӗ, кӑлтӑксемсӗр иртнӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем Конституци правипе ирӗклӗн усӑ курма, тӑван тӑрӑхӑн  малашнехи аталанӑвне витӗм кӳме  пултаракан  шухӑшне уҫҫӑн палӑртма пултарчӗҫ. Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хӑйне хӑй тӑратнӑ кандидатшӑн Олег Николаевшӑн суйлавҫӑсен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ.

Иккӗмӗш вырӑнта — Константин Степанов (ЛДПР). Вӑл 14,23 процент пухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Максим Морозов («Ҫӗнӗ ҫынсем») йышӑннӑ. Уншӑн суйлавҫӑсен 8,37 проценчӗ сасӑланӑ. Тӑваттӑмӗш вырӑнта — Владимир Ильин (Пенсионерсен партийӗ). Юлашки вырӑна Владимир Савинов («Симӗссисем») 3,15 процент сасӑ пухса йышӑннӑ.

Комсомольски муниципалитет округӗнче те виҫӗ кун  30 суйлав участокӗ 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлерӗ. Суйлав участокӗсенче виҫӗ кунӗнче те суйлав уҫҫӑн, лӑпкӑ лару-тӑрура, кӑмӑллӑ иртрӗ. Кашни участокрах сӑнавҫӑсем, йӗрке хуралӗн сотрудникӗсем ӗҫлерӗҫ, Комсомольскинчи  тӗп вулавӑшра Общество сӑнавҫисен штабӗ те суйлав уҫҫӑнлӑхне, йӗркене пӑхӑннине сӑнасах пычӗ.

Суйлав участокӗсенче чӑнах та кӑмӑл-туйӑма хӑпартмалли лару-тӑру тӑчӗ. Ҫынсем хӑйсен гражданла тивӗҫне пурнӑҫласа сасӑлава хутшӑннӑ кунсем чӑн-чӑн уяв пекех пулчӗҫ.  Суйлав кунӗнче ҫемье ҫавӑракан мӑшӑрсем те гражданла тивӗҫе пурнӑҫлама вӑхӑт тупрӗҫ. Тӗслӗхрен Дилярӑпа Ислам Рахимзяновсем 803-мӗш суйлав участокӗнче, Динара тата  Динар Санатулловсем 820-мӗш суйлав участокӗнче сасӑларӗҫ.

Ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, вӑрҫӑ ачисем те суйлавран айккинче юлмарӗҫ. Кам суйлав участокне ҫитсе, кам килте сасӑлама пултарчӗҫ. Кашниех нихӑҫан та суйлавран юлманнине пӗлтерчӗ. «Чӑваш республикин ҫутӑ малашлӑхӗшӗн, ачасемпе мӑнуксен пуласлӑхӗшӗн сасӑлатпӑр, ыттисене те ҫаплах тума сӗнетпӗр» — тесе калаҫрӗҫ. Аслӑ ӑру хастарӗсем суйлава наци тата салтак  тумӗсемпе чылайӑн пыни те кӑмӑл-туйӑма ҫӗклентерчӗ. Тӗслӗхрен Хырхӗрринчи, Кироври фольклор ансамблӗсене ҫӳрекенсем чӑваш тумтирне тӑхӑнсах сасӑларӗҫ. Маттур!  Суйлава нумай ачаллӑ ҫемьесем пурте пӗрле республика малашлӑхӗшӗн хӑйсен сассине пама килни те вӗсем республика пуласлӑхӗшӗн шухӑшланине ҫирӗплетрӗ. Кӗске отпускри СВО участникӗсен хастарлӑхӗ, вӑрҫӑ, ӗҫ ветеранӗсем, нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсем, пӗрремӗш хут сасӑлава хутшӑнакансем, ҫамрӑксем тата ыттисем те  суйлава яваплӑхпа хутшӑнни суйлав участокӗсене чӗрӗлӗх кӗртрӗ. Участоксенче выставкӑсем йӗркелени, юрӑ-кӗвӗ янрани те ял ҫыннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Пӗтӗмӗшле илес пулсассӑн суйлав кунӗсем асра юлмалла, аван иртрӗҫ.

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

— Суйлав участокне килсе е дистанцилле майпа Республика Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑннӑ, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртнӑ  ҫынсене чун-чӗререн тав тӑватӑп. Сирӗн пысӑк хастарлӑх республика пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханнине, гражданла яваплӑха ҫирӗплетсе парать. Маншӑн кашни сасӑ, кашни позици пӗлтерӗшлӗ.

Суйлав конкурентлӑ, тӗрӗс, уҫҫӑн иртни пирӗн региона малашне те шанчӑклӑ аталанма май парать. Ҫакӑ пирӗн пӗрлехи ҫӗнтерӳ, Чӑваш Енӗн аталану никӗсӗ. Пӗрле эпир малашне те Чӑваш Енре пурӑнакансем валли вӑйлӑ, ку чухнехи тата хӑтлӑ пурнӑҫ тӑвӑпӑр.

Николай Раськин,

Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗ:

— Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансене,  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑннӑ ҫынсене,  округри участоксенчи, территорири суйлав  комиссийӗн   членӗсене ӗҫе пӗлсе йӗркеленӗшӗн тав тӑватӑп.  Кашни ҫын сасӑлани пӗлтерӗшлӗ. Ҫавна май эсир хастар пулни малашне те республика аталанӑвӗшӗн пурте пӗрле кар тӑрса ӗҫлеме хатӗррине  ҫирӗплетет.  Эпир суйланӑ ертӳҫӗ республика аталанӑвӗшӗн  шанчӑклӑ пуласса пӗлсе тӑратӑп.

  Алевтина Ефремова. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *