Вторник, 13 октября

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем  уяр кунсем тӑнипе усӑ курса мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр та пахалӑхлӑ пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ.

Сентябрӗн 17-мӗшӗ тӗлне 10555  гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине пурӗ 39904 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 37,8 центнерпа танлашать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче ку кӑтарту 40 центнертан та ытларах.

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче халӗ куккурус уйӗсенче ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ.  Округӗпе 298 гектар ҫинчен  (лартнӑ лаптӑкӑн 43,9 проценчӗ чухлӗ) «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пухса кӗртнӗ. Ку тымарҫимӗҫ кашни гектар пуҫне шутласан 336,2 центнер тухать. 2,6 гектар ҫинчен кишӗр кӑларса илнӗ. Унӑн вӑтам тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 750 центнерпа танлашать.

Кӑҫал ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем 2100 гектар кӗр тыррисем (2000 гектар кӗрхи тулӑ, 100 гектар ыраш) акса хӑварма палӑртнӑ. Хальлӗхе ку ӗҫе 1155 гектар  (57,7 процент) ҫинче пурнӑҫланӑ.

Выльӑхсене хӗл каҫарма хуҫалӑхсем 8194 тонна утӑ, 23634 тонна сенаж, 10979 тонна силос,  вӗсемсӗр пуҫне утӑ, тырӑ фуражӗ хатӗрленӗ. Хальлӗхе фермӑсенчи кашни условнӑй выльӑх пуҫне 30,4 центнер апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ пур.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *