Вторник, 13 октября

Социаллӑ проектсем – халӑх пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн

Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче, ҫавӑн пекех Комсомольски  муниципалитет округӗнче  те йӑлана кӗнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Информаци кунне Комсомольски  муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров, округри  обществӑлла палата председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов,  округ администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, округри организаци-предприяти ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.

Кун йӗркинчи тӗп ыйту: Чӑваш Республикин 2025 ҫулхи социаллӑ  проекчӗсем — вӗсен малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем тата малашнехи аталанӑвӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн июнӗн 1-мӗшӗнчен старт илнӗ социаллӑ проекчӗсенчен пӗри — «Яркое лето Чувашии»  округра асра юлмалла пулчӗ.  Виҫӗ уйӑхра вӑл мӗнле иртнипе, округ администрацийӗн  культура секторӗн заведующийӗ Дария Грибова  паллаштарчӗ. Проект программипе килӗшӳллӗн пирӗн тӑрӑхра ҫуллахи вӑхӑтра  107 культура мероприятийӗ ирттернӗ. Вӗсене 13 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Халӑх пӗрле савӑннӑ, анлӑ йӗркеленӗ  уявсенчен пӗрисем — Акатуй-Сабантуй, Раҫҫей ҫамрӑкӗсен кунӗ, ял уявӗсем,  Комсомольски артисчӗсем автоклубпа вырӑна  тухса йӗркеленӗ концертсем тата ыттисем те.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ҫак проект «Ярко в Чувашии» ятпа малалла та ӗҫлет. Ҫавна май округ ӗҫченӗсем валли культурӑллӑ канусем татах та пулӗҫ.

Чӑваш Енре  ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗрсе пыракан тепӗр проект — «Шаг к здоровью». Республика Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпех июнӗн 24-мӗшӗнче пирӗн округра та ҫак ҫӗнӗ проект ӗҫлеме пикенчӗ.  Унӑн тӗп тӗллевӗ — халӑха вырӑнта хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерме май туса парасси, медицина пулӑшӑвӗпе, врач канашӗпе  туллин тивӗҫтересси, ҫавӑн пекех тупса палӑртнӑ ҫӗнӗ чирсене вӑхӑтра тата туллин сиплесси. Комсомольски тӗп больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова  информаци кунӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх социаллӑ проект пурнӑҫа кӗме пуҫланӑранпа Каҫал  тӑрӑхӗнче «Сывлӑх пункчӗ» 15 территори уйрӑмне тухса халӑха тулли медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ.  Ҫынсен  сывлӑхне ятарлӑ специалистсем тӗрӗсленӗ, чылайӑшӗнне   чир тупса палӑртнӑ.  Вырӑнсенче ҫак проекта халӑх  хапӑлласа йышӑннӑ. Икӗ пине яхӑн ҫыннӑн сывлӑхне ятарлӑ специалистсем тӗрӗсленӗ, 207 ҫын флюорографи тунӑ, чылайӑшӑнне ҫӗнӗ чир тупса палӑртнӑ, вӗсене малалла сипленме сӗннӗ.

ЧР ,ҫлев министерствин Комсомольскинчи халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан   центр директорӗ Ирина Долгова округра «Шаг в мирную помощь» социаллӑ проектпа пурнӑҫланса пыракан ӗҫсемпе кӗскен паллаштарчӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн пирӗн округра августӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗрлӗрен министерствисемпе ведомствисен эксперчӗсем СВО участникӗсемпе вӗсен ҫемйисене комплекслӑ пулӑшас тӗллевпе хӑйсен тӗрлӗрен ыйтӑвӗпе йышӑнчӗҫ. Малашне те ҫак проект пысӑк тимлӗхре пулнине пӗлтерчӗ Ирина Долгова.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланса пыракан «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа килӗшӳллӗн пирӗн округри территори уйрӑмӗсенче те ял ҫыннисен пурнӑҫне хӑтлӑлатас тӗллевпе начар мар ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Проектпа килӗшӳллӗн округра мӗнле ӗҫленипе  округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас управлени начальникӗ Альберт Кузьмин паллаштарчӗ. Ҫитес 2026 ҫул валли пурнӑҫлама тӑратнӑ проектсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн ку тӗлӗшпе уйрӑмах территори пайӗсен пуҫлӑхӗсен пысӑк хастарлӑх кӑтартмаллине,  халӑхпа пӗр чӗлхе тупса ӗҫлемеллине каларӗ.

Иртнӗ ҫул тӑратнӑ пуҫару проекчӗсем кӑҫал пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Кӑҫал вара 2026 ҫулта ялсене «Ниме — халӑх бюджечӗ» программӑпа хӑтлӑлатма 50 проект тӑратнӑ. Вӗсемшӗн шӑпах халӗ сасӑлав пырать.

Халӑха пӗлме% сентябрӗн 12—26-мӗшӗсенче патшалӑх порталӗ урлӑ хӑвӑр тӑратнӑ проектсемшӗн сасӑласси пырать. Онлайн сасӑласа балсем пуҫтарасси питӗ пӗлтерӗшлӗ! Ҫакӑ проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. 20 процентран пӗчӗкрех сасӑ пуҫтарсан 40 балл, 20 — 30 процент пулсан 60 балл, 30 процентран та ытларах пулсан 80 балл тесе шутланать.

— Юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикин ҫеҫ мар, Комсомольскин  муниципалитет округӗн аталанӑвӗ те куҫ умӗнче. Тӗрлӗрен социаллӑ проектсем, программӑсем  пурнӑҫа кӗни пурте халӑх  ырлӑхӗшӗн тунӑ пуҫарусем. Вӗсене вара пӗрлехи вӑйпа ҫеҫ татса пама пулать, — ҫапла пӗтӗмлетрӗ информаци кунне  Николай Раськин.

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *