Вторник, 13 октября

Ҫула тӗпрен юсӗҫ

Ҫула тӗпрен юсӗҫ

Нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ — Ульяновск» автоҫул патӗнчен Хирти Выҫли ялне кӗрекен автоҫула тӗпрен юсамалли проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ҫӗнӗрен ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче сметӑра кӑтартнӑ хаксем паянхи хаксемпе пӗр килнине тӗпченӗ, проекта ырласа ӗҫе кӗртме хатӗррине ҫирӗплетнӗ.

Ун тӑрӑх 4,8 километра яхӑн тӑсӑлакан ҫула тӗпрен юсамалла. Ҫакӑ ӑна ҫӗнӗрен асфальт сармаллине ҫеҫ пӗлтермест. Проект тӑрӑх ҫулӑн никӗсне ҫирӗплетмелле, шыв юхмалли пӑрӑхсене улӑштармалла, ҫӗнӗ шыв валакӗсем вырнаҫтармалла пулӗ. Ялта ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме тротуарсем те тӑвӗҫ. Ҫӗнӗ асфальт ҫулӗ ҫинче паянхи требованисемпе пӗр килекен сигнал юписем, картасем, ҫул паллисем вырнаҫтарӗҫ, разметка тӑвӗҫ. 

Кивелнӗ, шӑтӑк-путӑклӑ ҫул вырӑнне ҫӗнӗ асфальт сарни, паллах, ял ҫыннисене питӗ савӑнтарать. Вӗсем подряд организацийӗн ӗҫченӗсем юсава планра палӑртнӑ вӑхӑтра, ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласса шансах тӑраҫҫӗ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *