Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе ӗҫе кӗртнӗ «Сывлӑх патне утӑм» проекта пирӗн муниципаллӑ округра 2,5 уйӑхра 1937 ҫын хутшӑннӑ. Проект ялсенче пурӑнакансене хӑйсен сывлӑхне тӗрлӗ енлӗн тӗрӗслеттерме, чирсене шала кайиччен тупса палӑртма пулӑшнӑ.
Шур халатлисем тӗрӗслевсем ирттерсе сывлӑх енчен кӑлтӑксем пуррине 3105 хутчен тупса палӑртнӑ, ҫав шутра 664 ҫыннӑн юн пусӑмӗ пысӑкки, 871 ҫыннӑн юнри холестерин шайӗ нормӑран пысӑкрах пулни, 247 ҫыннӑн юнри сахӑр шайӗ пысӑкки палӑрнӑ. Ҫавӑн пекех сывлӑхне тӗрӗслеттернисем хушшинче 746 ҫыннӑн ытлашши виҫе, 542 ҫыннӑн самӑрлӑх пур. 35 ҫыннӑн куҫри юн пусӑмӗ пысӑккине тупса палӑртнӑ.
Медицина ӗҫченӗсем ялах килнипе усӑ курса 207 ҫын флюорографи витӗр тухнӑ, 987 ҫын «Сывлӑх шкулӗнче» специалистсемпе канашланӑ.
Ял ҫыннисем тухтӑрсем килессе пӗлсен сывлӑхӗсене тӗрӗслеттерме йышлӑн пуҫтарӑнни ҫак проект ӑнӑҫлӑ пулнине ҫирӗплетет. Ялтан тухмасӑрах анализсем пама, тӗрлӗ врачсемпе канашлама май пулни, паллах, питӗ меллӗ. Эппин, ҫак проект малашне те кирлӗлӗхне ҫухатмӗ, сывлӑха упрас ӗҫре пулӑшу кӳрӗ.
Альбина Любимова,
Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ:
«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Олег Николаева «Сывлӑх патне утӑм» проектшӑн, медицина пулӑшӑвне ялсене ҫывӑхрах тунӑшӑн, кил ҫывӑхӗнчех медицина пулӑшӑвӗ илме май туса панӑшӑн пысӑк тав. Эпӗ пӗтӗмӗшле тӗрӗслев витӗр тухрӑм, анализсем патӑм, специалистсемпе канашларӑм. Ҫакӑн пек май пулнишӗн эпӗ питӗ хавас. Пурне те тав тӑватӑп!»

