Вторник, 13 октября

Чи лайӑх 100 фермер йышӗнче

Чи лайӑх 100 фермер йышӗнче

Етӗрне округӗнче республикӑри «Фермерсен слечӗ — 2025» пулса иртнӗ. Унта ял хуҫалӑхне малалла аталантарас енӗпе чылай ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Патшалӑх аграрисене тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать. Пирӗн республикӑра ку енӗпе федераци шайӗнчи 58, республика пӗлтерӗшлӗ 51 пулӑшу  мери ӗҫлет.

Слетра   Чӑваш Енри  чи лайӑх 100 фермера та палӑртнӑ. Рейтинга туса хатӗрленӗ чухне фермер хуҫалӑхӗ мӗн чухлӗ лаптӑк йышӑннине, выльӑх-чӗрлӗхпе чӑх-чӗп шутне, мӗн чухлӗ техника пулнине, ӗҫ укҫи шайне, ӗҫлекенсен йышне, рентабӗллӗхе, парӑмсем ҫуккине шута илнӗ.

 «Агро К(Ф)Х_100» рейтинга пирӗн округри фермер (хресчен) хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем те кӗнӗ. Чи лайӑх кӑтарту Рафис Гельметдинович Айсын фермерӑн. Вӑл  рейтингра 15-мӗш вырӑн йышӑнать. Ҫавӑн пекех республикӑри  чи лайӑх 100 фермер йышне Гульнара Минсаидовна Хайртдинова (27-мӗш вырӑн), Григорий Васильевич Атласкин (31-мӗш вырӑн), Зуфар Миназимович Сафиуллин (43-мӗш вырӑн), Ремис Мансурович Мансуров (44-мӗш вырӑн), Рамис Аминубаевич Хайртдинов (61-мӗш вырӑн), Радиф Мингазимович Шарафутдинов (66-мӗш вырӑн), Талгат Галиескерович Хайртдинов (70-мӗш вырӑн), Хайдярь Ямалтдинович Миназетдинов (72-мӗш вырӑн), Ильшат Ильдарович Пахалов (84-мӗш вырӑн), Василий Владимирович Михайлов (91-мӗш вырӑн) кӗнӗ. Вӗсене малашне те ӑнӑҫу пултӑр.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *