Ҫанталӑк ӑшӑ, хӗвеллӗ кунсемпе савӑнтарнине кура округри аграрисем вырма ӗҫӗсене малалла тӑсаҫҫӗ. Хирсем кунран-кун пушансах пыраҫҫӗ.
Хальлӗхе пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7514 гектар ҫинчен ҫапса тӗшӗленӗ, 30,6 пин тонна тырӑ пуҫтарса кӗртнӗ, ҫав шутра тулӑ — 15,3 пин тонна, урпа — 10,9 пин тонна, сӗлӗ — 3,3 пин тонна, пӑрҫа йышши культурӑсем — 736 тонна, ыраш — 225 тонна. Кӑҫалхи вӑтам тухӑҫ чӑннипех те савӑнтарать. Кашни гектартан 40,8 центнер тыр-пул илнӗ.
Пахча ҫимӗҫсен тухӑҫӗ те аван. Хальлӗхе 99 гектар ҫинчен 3277 тонна ҫӗрулми, 2,6 гектар ҫинчен 200 тонна яхӑн кишӗр пӳлмесене кӗнӗ. Ҫавӑн пекех 203 гектар ҫинче ҫитӗннӗ техника культурисене те пуҫтарса кӗртнӗ, 796,5 тонна тухӑҫ илнӗ.
Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӗрхи культурӑсене акас ӗҫе те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Хальлӗхе 485 гектар кӗрхи тулӑ тата 10 гектар ыраш акнӑ. План тӑрӑх ку ӗҫе 2100 гектар ҫинче пурнӑҫламалла, ҫавӑнпа та хуҫалӑхсенче ку енӗпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ.
Хирсенче техника шавӗ пӗр самантлӑха та шӑпланмасть. Пурте уяр ҫанталӑкпа усӑ курса вырма ӗҫӗсене вӗҫлесшӗн, мӗн палӑртнине туса ӗлкӗресшӗн.
Республикипе илес пулсассӑн, хальлӗхе хуҫалӑхсем тыр-пулӑн 62 процентне ҫапса тӗшӗленӗ. 661,5 пин тонна пӳлмесене кӗнӗ. Тухӑҫӗ те савӑнтарать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан вӑл 33,4 процент ытларах.
Наталья МЕДВЕДЕВА.

